Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Коринфсем патне 1-мӗш 5:11 - Синодальный НЗ

11 Эпӗ сирӗн патӑра хӑйсене ӗненекен тӑванӑрсем пек кӑтартакан, анчах та аскӑн, ҫӑткӑн, кӗлеткесене пуҫҫапакан, сӑмахпа хӑртакан, ӗҫкӗҫ, хапсӑнчӑк ҫынсемпе хутшӑнса ан пурӑнӑр, пӗрле ӗҫсе ан ҫийӗр тесе ҫырнӑччӗ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Коринфсем патне 1-мӗш 5:11
47 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Вӗсене те итлес темесен вара ун ҫинчен ӗненекен ушкӑнрисене каласа кӑтарт. Ӗненекен ушкӑн та ӑна ӳкӗте кӗртеймесен, вӑл вара саншӑн урӑх халӑх ҫынни пекех, налук пухакан пекех пултӑр.


Саккун вӗрентӳҫисемпе фарисейсем, икӗ питлӗскерсем, хуйхӑ пулӗ сире! Эсир чашӑк-тирӗк тулашне тасататӑр, вӗсен ӑшӗ вара ҫӑткӑнлӑхпа, тӗрӗсмарлӑхпа тулнӑ.


Фарисейӗ тӑнӑ та хӑй ӑшӗнче ҫапла кӗлтунӑ: „Эй, Турӑҫӑм! Тавтапуҫ Сана, эпӗ ӗнтӗ вӑрлакан, кӳрентерекен, мӑшӑрӗсене улталакан ытти ҫынсем пек мар. Акӑ ҫак налук пухакан пек те мар.


«Хӑвӑра хӑвӑр асӑрхӑр: ҫиесшӗн, ӗҫсе ӳсӗрӗлесшӗн ҫӑткӑнланса ан ҫӳрӗр, пурӑнӑҫ хуйхи-суйхипе кӑмӑлӑрсене ан хуҫӑр. Ҫав кун сирӗншӗн кӗтмен ҫӗртен ан пултӑр,


Тепӗр темиҫе кунран ҫавӑнта ҫӗр ҫирӗм ҫынна яхӑн пухӑннӑ. Ҫавӑн чухне Петр тӑрса Иисус вӗренекенӗсене ҫапла каланӑ: «Тӑван ҫыннӑмсем! Иисуса тытакансене ертсе пынӑ Иуда ҫинчен Святой Сывлӑш Давид сӑмахӗсемпе малтанах пӗлтерсе хунӑ. Ҫырнинчи ҫав сӑмахсен пурнӑҫланмалла пулчӗ.


Анания хӑйне каланӑ ҫурта кайса шыраса тупнӑ. «Савл тӑванӑм! – тенӗ вӑл пӳрте кӗрсен, ун ҫине аллине хурса. – Эсӗ ҫулпа пынӑ чух сана курӑннӑ Иисус Хуҫамӑр санӑн куҫна уҫма тата чун-чӗрӳне Святой Сывлӑшпа тултарма мана ячӗ».


Эппин, кун ҫутинчи пек йӗркеллӗ пурӑнар. Намӑссӑрланса та ӗҫке ярӑнса, ясарланса та аскӑнланса, хирӗҫсе те кӗвӗҫсе пурӑнар мар.


Эй, тӑвансем! Тархасласа калатӑп: эсир тӗрӗс вӗрентӗве илнӗ ӗнтӗ. Эпир вӗрентнӗ пек мар, урӑхла вӗрентсе хирӗҫтерекенсенчен, такӑнтаракансенчен асӑрханӑр. Унашкаллисенчен пӑрӑнӑр.


Ҫапла вара, савнӑ тӑвансем, кӗлеткесене пуҫҫапассинчен пӑрӑнса ҫӳрӗр.


Мӗншӗн тесен кашниех харпӑр хӑй апатне часрах ҫисе ярасшӑн. Ҫапла вара пӗри выҫах юлать, тепри тутӑ та хӗрӗнкӗ.


Ушкӑн тулашӗнчисене Турӑ айӑплӗ. Пӑсӑк ҫынна вара хӑвӑр хушшӑртан хӑваласа ярӑр.


вӑрӑсем те, ҫӑткӑнсем те, ӗҫкӗҫсем те, сӑмахпа хӑртакансем те, хапсӑнчӑксем те Турӑ Патшалӑхне кӗреймӗҫ.


Эсир тӑванпа тӑван судлашатӑр, ҫитменнине тата Турра хисеплеменнисем умӗнче.


Тӳрӗ мар ҫынсем Турӑ Патшалӑхне кӗреймессе пӗлместӗр-им? Ан улталанӑр: аскӑнсем те, кӗлеткесене пуҫҫапакансем те, пӗр-пӗрне улталакан мӑшӑрсем те, арҫынпа асакан арҫынсем те,


Ыттисем пирки вара ҫакна каламалла (куна Хуҫамӑр мар, эпӗ калатӑп): пӗр-пӗр ӗненекен тӑванӑн арӑмӗ ӗненмен ҫын пулсан, анчах та упӑшкипе пурӑнма килӗшет пулсан – упӑшкин ӑна пӑрахмалла мар.


Ӗненмен упӑшка е арӑм уйӑрӑласшӑн пулсан, уйӑрӑлтӑр. Кун пек чухне ӗненекен тӑванӑмӑра нимӗн те ҫыхса тӑмасть. Хуҫамӑр пире килӗштерсе пурӑнма чӗнсе илнӗ.


Ӗнтӗ эсӗ пӗлни халсӑр тӑванна пӗтермелли сӑлтав пулӗ. Христос ӑна ҫӑлас тесе вилнӗ вӗт-ха.


Мӗншӗн тесен Иаков янӑ ҫынсем килсе ҫитиччен вӑл маларах урӑх халӑх ҫыннисемпе пӗрле ӗҫсе ҫиетчӗ, анчах та вӗсем килсе ҫитсен иудейсенчен шикленнипе урӑх халӑх ҫыннисенчен ютшӑнса-пӑрӑнса ҫӳре пуҫларӗ.


Эрех ӗҫсе ӳсӗрӗлсе ан ҫӳрӗр, вӑл путсӗре кӑларать. Ун вырӑнне чун-чӗрӗре Святой Сывлӑшпа тултарӑр.


Ӗнтӗ ҫакна пӗлсе тӑрӑр: нимӗнле аскӑнчӑк та, ирсӗр ҫын та, мулшӑн ҫунакан та Христоспа Турӑ Патшалӑхӗн еткерне илеес ҫук. Унашкалли кӗлеткесене пуҫҫапаканпа пӗрех.


Эппин ҫӗр ҫинчи кӑмӑл-туйӑмсене: аскӑнлӑха, ирсӗрлӗхе, путсӗр кӑмӑл туртӑмне, киревсӗр ӗмӗтсене, ҫӑткӑнлӑха – пӑрахӑр. Ҫӑткӑнлӑх вӑл кӗлеткесене пуҫҫапнипе пӗрех.


Ҫак ҫырури сӑмахсене кам та кам пӑхӑнас темест, астуса юлӑр та, ӑна намӑс пултӑр тесе, унпа хутшӑнса ан пурӑнӑр.


Эй, тӑвансем! Иисус Христос Хуҫамӑр ячӗпе эпир сире хистесех ҫакна калатпӑр: наянланса пурӑнакан тӑванӑрсенчен пӑрӑнса ҫӳрӗр. Вӗсем эпир вӗрентнӗ пек пурӑнмаҫҫӗ.


Чиркӳ пуҫлӑхӗн ӗҫкӗҫ, ҫын ҫине алӑ ҫӗклекен, чӑркӑш, хӑй уссишӗн тӑрӑшакан, мулшӑн ҫунакан пулмалла мар. Вӑл йӑваш та лӑпкӑ ҫын пултӑр.


Усӑсӑр тавлашусем пӑсӑк ӑслӑ ҫынсем хушшинче сиксе тухаҫҫӗ. Вӗсем, чӑнлӑха ҫухатса, Турра хисеплени пуйтарать тесе шухӑшлаҫҫӗ. Унашкаллисемпе ан ҫыхлан.


Кам та кам сирӗн патӑра ҫав вӗрентӗве мар, урӑххине вӗрентме пырать, ӑна килӗре те ан кӗртӗр, хапӑл ан тӑвӑр.


Анчах та Манӑн сана кӑштах асӑрхаттарса каламалли те пур: унта, сан патӑнта, хӑшӗ-пӗрисем Валаам вӗрентӗвне тытса пыраҫҫӗ. Ҫавскер Валака Израиль ҫыннисене илӗртсе улталама вӗрентрӗ, ҫавӑнпа вӗсем чӳк ҫимӗҫне ҫиеҫҫӗ, аскӑнланса пурӑнаҫҫӗ.


Анчах та Манӑн сана кӑштах асӑрхаттарса каламалли пур: эсӗ хӑйне пророк теекен хӗрарӑма, Иезавеле, чармастӑн. Вӑл вара Манӑн чурамсене аскӑнланса пурӑнма, чӳк ҫимӗҫӗ ҫиме улталаса вӗрентет.


Анчах та хӑракансем те, шанчӑксӑррисем те, ирсӗрсем те, ҫын вӗлерекенсем те, аскӑнсем те, асамҫӑсем те, кӗлеткесене пуҫҫапакансемпе мӗн пур суеҫ таврашӗ те хӑйсен вырӑнне кӳкӗрт ҫунакан вутлӑ кӳлӗре тупӗҫ. Ку – иккӗмӗш вилӗм».


Усал йытӑсемпе тухатмӑшсем, аскӑнсемпе ҫын вӗлерекенсем, кӗлеткесене пуҫҫапакансем, тӗрӗсмарлӑха юратса тӗрӗс мар пурӑнакансем вара тулашӗнче юлӗҫ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ