1 Сирӗн хушшӑрта аскӑнланасси пур текен сӑмах тухрӗ. Унашкал аскӑнлӑха чӑн Турра пӗлмен халӑхсем хушшинче те кураймӑн: сирӗнтен пӗри амаҫурипе пурӑнать тет.
чӳклесе панӑ апат-ҫимӗҫ ҫимелле мар, апат-ҫимӗҫе юнран, пӑвса вӗлернӗ выльӑх-чӗрлӗх ашӗнчен хатӗрлемелле мар, аскӑнланмалла мар, хӑвӑршӑн тутарасшӑн маррине ҫынна та тумалла мар. Ҫаксене тытса пырсан, аван тӑватӑр. Сывӑ пулӑр».
Эпӗ сирӗн патӑра хӑйсене ӗненекен тӑванӑрсем пек кӑтартакан, анчах та аскӑн, ҫӑткӑн, кӗлеткесене пуҫҫапакан, сӑмахпа хӑртакан, ӗҫкӗҫ, хапсӑнчӑк ҫынсемпе хутшӑнса ан пурӑнӑр, пӗрле ӗҫсе ан ҫийӗр тесе ҫырнӑччӗ.
Хырӑмшӑн апат пултӑр, апатшӑн хырӑм пултӑр. Анчах та Хуҫамӑр ӑна та, кӑна та пӗтерӗ. Ӳт-пӳ те аскӑнлӑх валли мар, Хуҫамӑр валли; Хуҫамӑр вара – этем валли.
Тӳрӗ мар ҫынсем Турӑ Патшалӑхне кӗреймессе пӗлместӗр-им? Ан улталанӑр: аскӑнсем те, кӗлеткесене пуҫҫапакансем те, пӗр-пӗрне улталакан мӑшӑрсем те, арҫынпа асакан арҫынсем те,
Анчах та хӑракансем те, шанчӑксӑррисем те, ирсӗрсем те, ҫын вӗлерекенсем те, аскӑнсем те, асамҫӑсем те, кӗлеткесене пуҫҫапакансемпе мӗн пур суеҫ таврашӗ те хӑйсен вырӑнне кӳкӗрт ҫунакан вутлӑ кӳлӗре тупӗҫ. Ку – иккӗмӗш вилӗм».