9 Ман шухӑшпа, пире Турӑ мӗскӗнрен те мӗскӗн, вилме пӳрнӗ чурасенни пек шӑпа панӑ, мӗншӗн тесен эпир тӗнче кулли пултӑмӑр, ангелсемпе ҫынсем те пирӗнтен кулаҫҫӗ.
Часах пӗтӗм хула халӑхӗ пӑлханса кайнӑ. Ҫынсем Павелпа пӗрле Македонирен пынӑ Гаийпе Аристарха ярса тытнӑ. Вара пурте пӗр ҫын пек пулса вӗсене театр кӑтартмалли вырӑна сӗтӗрсе кайнӑ.
Вӗсем Христос тарҫисем-и? Ӑссӑрла калатӑп: эпӗ тарҫӑран та тарҫӑрах. Эпӗ вӗсенчен чылай нумайрах ӗҫлерӗм, пайтах патак ҫирӗм, тӗрмесенче нумайрах лартӑм, тӑтӑшах вилӗмпе куҫа-куҫӑн пултӑм.
Эпир паллӑ ҫынсем мар, анчах пире пурте пӗлеҫҫӗ. Пирӗн ҫинчен вилнӗ сӑмах та кӑлараҫҫӗ, акӑ, хӑвӑрах куратӑр, эпир чӗрӗ. Пире вӗлермеллех айӑплаҫҫӗ, анчах та эпир вилместпӗр.