Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Коринфсем патне 1-мӗш 4:8 - Синодальный НЗ

8 Эпир чун-чӗм апачӗ ҫисе тӑрантӑмӑр, пирӗн йӑлтах ҫителӗклӗ тетӗр эсир, хӑвӑра Ҫӳлти Патшалӑха кӗме тивӗҫлисем пек тыткалатӑр, пирӗнсӗрех чи ҫӳлти шая ҫӗкленнӗ. Ах, эсир чӑнахах унта кӗме тивӗҫ пулсанччӗ! Вара эпир те сирӗнпех пулӑттӑмӑр!

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Коринфсем патне 1-мӗш 4:8
27 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Иисус, халӑх йышлӑн пухӑннине курсан, ту ҫине улӑхнӑ. Вӑл ларсан, вӗренекенӗсем Ун патне пуҫтарӑннӑ.


Халӗ мӑнтӑрпа иртӗхекенсем, сире хуйхӑ пулӗ, эсир выҫӑпа аптӑрӑр. Халӗ кулакансем, сире хуйхӑ пулӗ, эсир хурланса макӑрӑр.


«Хӑвӑрт-и, вӑрах-и, – анчах та эсӗ кӑна мар, паян хама итлекенсем пурте манашкал пулччӑр тесе Турра кӗлтӑвӑттӑм, анчах та вӗсем манашкал сӑнчӑрта ан пулччӑрах».


Хама панӑ апостол ирӗкӗпе усӑ курса сире пурсӑра та калатӑп: хӑвӑра мӑнна ан хурӑр; хӑвӑра сӑпайлӑн, Турӑ панӑ ӗненӳпе виҫеллӗн хаклӑр.


Унпа пӗрлӗхлӗ пулса эсир мӗн пур пултарулӑх тӗлӗшӗнчен пуйрӑр: тем тӗрлӗ сӑмах, тем тӗрлӗ пӗлӳ ытлӑн-ҫитлӗн илтӗр.


Эпӗ сирӗн патӑра пырайман пирки сирӗнтен хӑшӗ-пӗри мӑнаҫлансах кайнӑ.


Мухтанмалли сирӗн нимех те ҫук. Сахал кӑвас тӗпӗ пӗтӗм чустана йӳҫӗтсе янине пӗлместӗр-им эсир?


Мухтанса ӑссӑрла тыткаланишӗн эсир мана кӑштах каҫарас пулсанччӗ! Тепӗр тесен, эсир мана каҫарнине пӗлетӗп.


Эпир хамӑр халсӑр чухне эсир вӑйлӑ пулнишӗн савӑнатпӑр. Сирӗн чун-чӗмпе аталанса ҫитмелле пултӑрччӗ тесе кӗлтӑватпӑр та ӗнтӗ.


Мӗншӗн тесен ним тӗшне тӑман ҫын, хӑйне тем вырӑннех хурса, хӑйне ҫеҫ улталать.


Христосӑн Ырӑ Хыпарне тивӗҫлӗ пурӑнӑр кӑна. Сирӗн патӑра ҫитсе курайӑп-и, кураймӑп-и – анчах та сирӗн ҫинчен: вӗсем пӗр шухӑшлӑн пурӑнаҫҫӗ, Ырӑ Хыпар ӗненӗвӗшӗн пӗр кӑмӑллӑн кӗрешеҫҫӗ тенине илтеесчӗ.


Ҫапла вара, савнӑ тӑванӑмсем, пӑхӑнса, Турӑ сумлӑхӗнчен хӑраса хӑвӑр валли ҫӑлӑнӑҫ хатӗрлӗр. Эсир пӑхӑнса пурӑнма яланах пӗлнӗ. Халӗ вара, эпӗ сирӗнпе мар чухне, сирӗн патӑрта чухнехинчен те ытларах пӑхӑнӑр.


„Ҫитменни ман нимӗн те ҫук, эпӗ пуйрӑм, эпӗ пуян,“ – тетӗн эсӗ. Ху вара телейсӗр те мӗскӗн, кӗлмӗҫ, суккӑр, ҫаппа-ҫарамас пулнине те пӗлместӗн.


Эсӗ пире Туррӑмӑрӑн патшалла священникӗсем турӑн, ӗнтӗ ҫӗр ҫинче эпир хуҫаланӑпӑр!»


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ