Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Коринфсем патне 1-мӗш 4:7 - Синодальный НЗ

7 Эсӗ ыттисенчен лайӑхрах тесе кам каланӑ? Турӑ панисӗр пуҫне санӑн мӗн пур? Енчен те Турӑ панӑ пулсан, мӗншӗн эсӗ илмен пек мухтанатӑн?

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Коринфсем патне 1-мӗш 4:7
29 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Вӑл вунӑ чурине чӗннӗ те кашнинех пӗрер мина укҫа парса каланӑ: „Эпӗ тавӑрӑниччен эсир ҫак укҫана ӗҫе хывса тупӑш тӑвӑр“, – тенӗ.


Унӑн туллилӗхне пула эпир ырӑлӑх ҫине ырӑлӑх илтӗмӗр.


«Ҫӳлти Турӑ ӑнӑҫу памасӑр ҫын нимӗн те ӑнӑҫтарма пултараймасть, – тенӗ вӗсене Иоанн.


Турра пӗлмен мӗн пур халӑхсене Иисус ятне ӗнентерме, ҫав ӗненӗве чунтан парӑнтарма пире Ун урлӑ тивлет те, апостол тивӗҫне те панӑ.


Хама панӑ апостол ирӗкӗпе усӑ курса сире пурсӑра та калатӑп: хӑвӑра мӑнна ан хурӑр; хӑвӑра сӑпайлӑн, Турӑ панӑ ӗненӳпе виҫеллӗн хаклӑр.


Турӑ ырӑлӑхӗпе килӗшӳллӗн пире кашнинех тӗрлӗрен пултарулӑх панӑ. Ҫавӑнпа та кама пророк пултарулӑхӗ панӑ, ҫав унпа хӑй ӗненнӗ таран усӑ куртӑр.


Анчах та Турӑ ырӑлӑхне пула эпӗ хальхи пек пулса тӑтӑм. Ӑшӑмри Унӑн ырӑлӑхӗ усӑсӑр пулмарӗ, эпӗ апостолсенчен пуринчен те ытларах вӑй хурса ӗҫлерӗм. Тепӗр тесен, вӑй хураканӗ эпӗ мар, ӑшӑмри Турӑ ырӑлӑхӗ.


Павел камах вара? Аполлос камах вара? Сире Турӑ патне илсе пынӑ тарҫӑсем кӑна. Ҫак ӗҫе кашниех Хуҫа Турӑ хӑйне панӑ пултарулӑхне кура тӑвать.


Мухтанмалли сирӗн нимех те ҫук. Сахал кӑвас тӗпӗ пӗтӗм чустана йӳҫӗтсе янине пӗлместӗр-им эсир?


Ку тӗлӗшӗнчен манӑн пур ҫынна та хам пек тӑвас килет, анчах та кашниех Турӑран тӗрлӗ пултарулӑх илет: пӗри – апла, тепри – капла.


Кирек епле пархатар та, паха парне те ҫӳлтен, ҫутӑлӑх Ашшӗ патӗнчен анать. Турӑ вара яланлӑх, улшӑнми.


Сирӗнтен кашнинех Турӑ пултарулӑх панӑ. Эппин, пӗр-пӗриншӗн тӑрӑшса, Туррӑн тӗрлӗ ырӑлӑхӗпе лайӑх хуҫа пек усӑ курӑр.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ