Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Коринфсем патне 1-мӗш 4:5 - Синодальный НЗ

5 Ҫавӑнпа та вӑхӑчӗ ҫитиччен, Хуҫамӑр тепре киличчен никама та айӑпласа ан калаҫӑр. Вӑл килӗ те тӗттӗмре палӑрманнине ҫутта кӑларӗ, вӑрттӑн шухӑшсене те палӑрмалла тӑвӗ. Ҫавӑн чухне вара кашниех Турӑран хӑйне тивӗҫ мухтавне илӗ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Коринфсем патне 1-мӗш 4:5
48 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

«Ҫапла вара, хӑвӑра хирӗҫ ҫынсенчен ан хӑрӑр: пытарса хӑварни те ҫиеле тухатех, вӑрттӑнни те паллӑ пулатех.


Ҫавӑн хыҫҫӑн пӗлӗт ҫинче Этем Ывӑлӗн палли курӑнӗ, вара ҫӗр ҫинчи мӗн пур халӑхсем кӑшкӑрса йӗрсе ярӗҫ. Вӗсем тӳпери пӗлӗтсем ҫинче хӑватлӑ та аслӑ мухтавпа килекен Этем Ывӑлне курӗҫ.


Хуҫи тавӑрӑннӑ чухне хушнине туса тӑракан чура телейлӗ пулӗ.


„Аван, ырӑ та шанчӑклӑ чурам, – тенӗ ӑна хуҫи. – Пӗчӗк тивӗҫе тӳрре кӑларнӑшӑн эпӗ сана пысӑк тивӗҫ шанса паратӑп. Халӗ хуҫупа пӗрле савӑн ӗнтӗ“.


„Аван, ырӑ та шанчӑклӑ чурам, – тенӗ ӑна та хуҫи. – Пӗчӗк тивӗҫе тӳрре кӑларнӑшӑн эпӗ сана пысӑк тивӗҫ шанса паратӑп. Халӗ хуҫупа пӗрле савӑнах ӗнтӗ“.


«Ан айӑплӑр, вара хӑвӑра та айӑпламӗҫ. Ҫынна сивлесе ан калаҫӑр, вара хӑвӑра та сивлемӗҫ. Каҫарӑр, вара хӑвӑра та каҫарӗҫ.


«Эпӗ ӑна Хам тепре киличченех пурӑнтарас тетӗп пулсан та, сана мӗн ӗҫ? – тавӑрнӑ ӑна Иисус. – Эсӗ Ман хыҫҫӑн пыракан пул».


Акӑ мӗншӗн ӗнтӗ юлташӗсем хушшинче ҫав вӗренекенӗ нихӑҫан та вилмест текен сас-хура сарӑлнӑ. Анчах та Иисус ун пирки нихӑҫан та вилмест тесе каламан, «Эпӗ ӑна Хам тепре киличченех пурӑнтарас тетӗп пулсан та, сана мӗн ӗҫ?» тесе ҫеҫ каланӑ пулнӑ.


Пӗртен-пӗр Турӑ мухтавне шырас вырӑнне эсир пӗр-пӗрне мухтаса пурӑнатӑр пулсан ӑҫтан-ха Мана ӗненме пултарӑр?


Эсӗ, ют чурана айӑплаканскер, ху камах вара? Вӑл хӑй Хуҫи умӗнче тӑрать-и, ӳкнӗ-и – ӑна Хуҫи пӗлет. Ӳкнӗ пулсан, Турӑ ӑна ури ҫине тӑратма та пултарать.


Эй, этем! Ыттисене айӑплатӑн пулсан, ху та тӳрре тухаяс ҫук. Эсӗ ыттисене мӗнле судпа айӑплатӑн, ху та ҫав судпах айӑпланатӑн. Мӗншӗн тесен, ху та ҫавнах тӑватӑн пулин те, ыттисене айӑплатӑн.


Кама мӗн тавӑрса парасси вара, эпӗ вӗрентекен Ырӑ Хыпар тӑрӑх, суд кунӗнче палӑрӗ. Ун чухне Турӑ Иисус Христос урлӑ ҫынсен вӑрттӑн ӗҫӗсене суд тӑвӗ.


Кам чунӗпе иудей, ҫав чӑн-чӑн иудей. Ячӗшӗн мар, чун-чӗре хушнипе ӳт кастарни ҫеҫ чӑн-чӑн ӳт кастарни пулать. Ун пек ҫынна этем мухтавӗ мар, Турӑ мухтавӗ пулӗ.


яланхи ырӑ ӗҫпе мухтав, хисеп, вилӗмсӗрлӗх илме тӑрӑшакансене – ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ;


Ҫапла вара, сирӗн, Иисус Христос Хуҫамӑр килессе кӗтекенсен, пултарулӑх тӗлӗшӗнчен ҫитменни нимӗн те ҫук.


Хампа тавлашас текене вара ҫакна кӑна калатӑп: пирӗн патӑрта та, Туррӑн ытти чиркӗвӗсенче те унашкал йӑла ҫук.


Ӗнтӗ эсир ҫав ҫӑкӑра ҫимессерен, ҫав куркана ӗҫмессерен Хуҫамӑр тепре киличченех Вӑл вилни ҫинчен хыпарлатӑр.


Анчах та кашнин хӑйӗн черечӗ: Христос вилнисенчен чи малтан чӗрӗлнӗ; Вӑл тепре килсен вара Хӑйӗннисене чӗртӗ.


кашнин ӗҫӗ юлашки кун палӑрӗ. Ҫав кун вутланса килӗ, вара кашнин ӗҫӗ мӗн тӗшне тӑни вутпа тӗрӗсленӗ.


Камӑн ӗҫӗ вут витӗр тухайӗ, ҫав сӑвапа тивӗҫ пулӗ.


Акакан та, шӑваракан та пӗр ӗҫех тӑваҫҫӗ, анчах та вӗсенчен кашниех ӗҫне кура сӑвап илӗ.


Хӑйне хӑй ырлакан ҫын мухтавлӑ мар, Хуҫа Турӑ ырлакан ҫын мухтавлӑ.


Эпӗ сире ҫырусемпе кӑна хӑратнӑн ан туйӑнтӑр тата.


Унтан та ытларах, вӑрттӑн та намӑс ӗҫсенчен пӑрӑнса, эпир чееленместпӗр, Турӑ сӑмахне пӑсмастпӑр. Чӑнлӑха уҫҫӑн пӗлтерсе Турӑ умӗнче эпир ҫынсене хамӑрпа хамӑрах паллаштаратпӑр.


Мӗншӗн тесен пирӗн пурин те Христос сучӗ умне тӑмалла, ӳт-пӳлӗх хӳшшинче пурӑннӑ чухне мӗн тунине кура – ырӑ е усал тунине кура – тивӗҫлине илмелле.


Хуҫамӑрӑн кунӗ каҫхи вӑрӑ пек кӗтмен ҫӗртен килессе эсир хӑвӑрах аван пӗлетӗр.


Турӑ пултарни Турӑ умӗнче пытарӑнаймӗ; Унӑн куҫӗсем пурне те витӗр курса тӑраҫҫӗ, Унӑн умӗнче пирӗн явап тытмалла.


Эй, тӑвансем! Пӗр-пӗрне ан хурлӑр. Кам тӑванне хурлать е айӑплать, ҫав Турӑ саккунне хурлать, айӑплать. Саккуна айӑплатӑн пулсассӑн вара эсӗ ӑна пӑхӑнакан мар, суд тӑвакан.


Эй, тӑвансем! Ҫапла вара Хуҫамӑр киличчен чӑтӑмлӑ пулӑр. Ҫӗр ӗҫченӗ паха тыр-пул туса илмешкӗн мӗн чухлӗ кӗтнине асра тытӑр: вӑл кӗрхи ҫумӑра та, ҫурхи ҫумӑра та чӑтӑмлӑн кӗтет.


Эй, тӑвансем! Айӑпа юлас мар тесен пӗр-пӗрне ан ӳпкелешӗр. Ӗнтӗ Суд тӑваканӗ алӑк умӗнчех тӑрать.


Ылтӑна вутпа тӗрӗсленӗ пек, сирӗн ӗненӗвӗр те асаппа тӗрӗсленет. Вара, Иисус Христос тепре килсессӗн, пӗтмелли ылтӑнран хаклӑрах ӗненӗвӗр хисепе, мухтава, чапа тивӗҫ пулӗ.


Вара, Ҫӳлти Кӗтӳҫӗ килсессӗн, эсир мухтавӑн шанми пуҫ кӑшӑлне илме тивӗҫ пулӑр.


Туррӑн кунӗ килессе чӑтӑмсӑррӑн кӗтӗр. Ҫав кун вут хыпса илнӗ тӳпе арканӗ, ҫут ҫанталӑкӑн тӗп пайрӑмӗсем ирӗлсе кайӗҫ.


«Христос тепре килме шантарнӑ. Ӑҫта-ха Вӑл? Мӑн асаттесем вилме пуҫланӑранпах, тӗнче пуҫланнӑранпах нимӗн те улшӑнмасть, йӑлтах ҫаплипех юлать», – тейӗҫ вӗсем.


Адамран ҫиччӗмӗш сыпӑкри Енох унашкаллисем ҫинчен пророкла ҫапла каланӑ: «Акӑ, Хуҫамӑр Хӑйӗн святой пин-пин ангелӗпе килет.


Акӑ, Вӑл пӗлӗтсем ҫинче килӗ те, Ӑна пурте, ҫав шутрах Хӑйне пӑталаса сӑнӑпа чикнисем те, курӗҫ. Ҫӗр ҫинчи мӗн пур йӑхсем Унӑн умӗнче татӑлса йӗрӗҫ. Ҫапла пулӗ, аминь.


Вара эпӗ вилнисем, аслисемпе кӗҫӗннисем те, Турӑ умӗнче тӑнине куртӑм. Ҫавӑнтах уҫса хунӑ кӗнекесем пурччӗ. Пурӑнӑҫ кӗнеки те уҫӑччӗ. Вара вилнисене кӗнекесенче ҫырнине кура, кашнинех харпӑр-хӑй ӗҫне кура, суд турӗҫ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ