Эпӗ Тита сирӗн патӑра кайма ӳкӗте кӗртрӗм, унпа пӗрле тӑвансенчен пӗрне ятӑм. Тит сирӗнтен мӗн те пулин илчӗ-и? Эпир унпа пӗр шухӑш-кӑмӑллӑ мар-им вара? Пӗр ҫул-йӗрпех ҫӳреместпӗр-им вара?
Эпӗ сире иккӗмӗш хут пынӑ чухнех, малтанах асӑрхаттарнӑччӗ; халӗ каллех, хам сирӗнпе мар чухне, маларах ҫылӑхлӑ пурӑннисене те, ыттисене те тепре асӑрхаттарса ҫыратӑп. Пырсассӑн никама та каҫару пулмӗ.
Сирӗн патӑра пырсассӑн эсир мана савӑнтарасса кӗтетӗп. Ҫавӑнпа та, кулянмалла пулса ан тухтӑрччӗ тесе, ҫакна пыричченех ҫыртӑм та ӗнтӗ, мӗншӗн тесен манӑн савӑнӑҫӑм сирӗншӗн пуриншӗн те савӑнӑҫ. Эпӗ сирӗн пирки иккӗленместӗп.
Паллах, Христос апостолӗсем пулнӑ май, эпир хамӑра сирӗн патӑрта мӑнна хума пултарӑттӑмӑр. Анчах та кӑкӑр ҫитерекен хӑй ачипе епле йӑваш, эпир те ҫапла пултӑмӑр.