Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Коринфсем патне 1-мӗш 4:2 - Синодальный НЗ

2 Управҫӑ пулма шаннисен вара пурин те шанчӑклӑ пулмалла.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Коринфсем патне 1-мӗш 4:2
17 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

„Аван, ырӑ та шанчӑклӑ чурам, – тенӗ ӑна хуҫи. – Пӗчӗк тивӗҫе тӳрре кӑларнӑшӑн эпӗ сана пысӑк тивӗҫ шанса паратӑп. Халӗ хуҫупа пӗрле савӑн ӗнтӗ“.


„Аван, ырӑ та шанчӑклӑ чурам, – тенӗ ӑна та хуҫи. – Пӗчӗк тивӗҫе тӳрре кӑларнӑшӑн эпӗ сана пысӑк тивӗҫ шанса паратӑп. Халӗ хуҫупа пӗрле савӑнах ӗнтӗ“.


Иисус вара ҫапла каланӑ: «Кам шанчӑклӑ, ӑслӑ кил пӑхакан? Калӑпӑр, хуҫи хӑйӗн ытти тарҫисене пӑхса тӑма, вӑхӑтра ҫӑкӑр валеҫме пӗр чурине уйӑрса лартнӑ.


Ҫапла вара, ӗненекенсен пурин те пире Христос тарҫисем, Турӑ вӑрттӑнлӑхӗн управҫисем вырӑнне хумалла.


Ҫав сӑлтавпах эпӗ сирӗн патӑра Тимофея ятӑм. Вӑл – ӗненӳри савнӑ ывӑлӑм, Хуҫа Турӑ умӗнче шанчӑклӑскер. Эпӗ Христос ҫулӗпе епле ҫӳретӗп, пур ҫӗрте те, пур чиркӳсенче те ҫапла вӗрентетӗп. Ун ҫинчен Тимофей сире аса илтерӗ.


Эсир е ыттисем ман пирки мӗн шухӑшлани мана ытлах пӑшӑрхантармасть, эпӗ хама хам та хак памастӑп.


Мӑшӑрланманнисем пирки вара Хуҫамӑр мӗн хушса хӑварнӑ – пӗлместӗп. Мана Хуҫамӑр Хӑйӗншӗн шанчӑклӑ пулмашкӑн ырӑлӑх панӑ, ҫавӑнпа канаш паратӑп.


Нумайӑшӗ Турӑ сӑмахне пӑсса вӗрентеҫҫӗ, эпир апла вӗрентместпӗр. Христоспа пӗрлӗхлӗ пулса, Турӑ сӑмахне Унӑн ҫыннисем пек таса чунпа пӗлтерсе, Турӑ умӗнче вӗрентетпӗр.


Унтан та ытларах, вӑрттӑн та намӑс ӗҫсенчен пӑрӑнса, эпир чееленместпӗр, Турӑ сӑмахне пӑсмастпӑр. Чӑнлӑха уҫҫӑн пӗлтерсе Турӑ умӗнче эпир ҫынсене хамӑрпа хамӑрах паллаштаратпӑр.


Ун ҫинчен эсир ӗҫӗмӗрти юратнӑ юлташран, сире пулӑшакан шанчӑклӑ Христос тарҫинчен Епафрасран пӗлтӗр.


Архипа ҫакна калӑр: «Асту, Хуҫа Турӑ сана Хӑйшӗн ӗҫлесе тӑма суйласа илнӗ, ҫав ӗҫе лайӑх ту».


Ман ҫинчен сире ӗненӳри юратнӑ тӑванӑмӑр, Хуҫамӑрӑн шанчӑклӑ тарҫи, ӗҫри юлташӑм Тихик каласа парӗ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ