Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Коринфсем патне 1-мӗш 4:19 - Синодальный НЗ

19 Анчах та, Турӑ пулӑшсассӑн, эпӗ часах сирӗн патӑра ҫитсе курӑп-ха. Ун чухне вара мӑнаҫлисен хитре сӑмахне мар, ӗненӳ хӑватне тӗплӗнрех пӗлӗп.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Коринфсем патне 1-мӗш 4:19
18 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Вара вӗсемпе сывпуллашнӑ май вӑл ҫапла каланӑ: «Ҫывхарса килекен уява манӑн Иерусалимрах кӗтсе илмелле, Турра кирлӗ пулсан, эпӗ сирӗн патӑра тавӑрӑнӑп-ха». Вара Ефесран караппа ишсе кайнӑ. Акилӑпа Прискилла Ефесрах юлнӑ.


Ҫак ӗҫсем пулса иртнӗ хыҫҫӑн Павел Македонипе Ахаия урлӑ Иерусалима кайма шут тытнӑ. «Иерусалимран вара манӑн Рима каймалла», – тенӗ вӑл.


Македони витӗр тухнӑ чухне те вӑл ҫул тӑршшӗпех, Грецие ҫитичченех, Иисуса ӗненекенсене пит нумай ӳкӗтлесе хавхалантарнӑ.


Вара эпӗ Турӑ ирӗкӗпе сирӗн патӑра савӑнсах ҫитӗттӗм, сирӗнпе пӗрле канӑҫлӑх тупӑттӑм.


Турӑ сирӗн пухӑва ан айӑплатӑр тесен ҫиес текен килте ҫитӗр. Ыттине хам пырсан йӗркене кӗртӗп.


Манӑн сире пурне те ҫапла пултарас килет: тӗрлӗ чӗлхесемпе калаҫни аван, пророкла калаҫма пӗлни тата аванрах. Пророкла калаҫакан тӗрлӗ чӗлхесемпе калаҫакантан ҫӳлерех тӑрать. Чӑн та, тӗрлӗ чӗлхепе калаҫакан, чиркӗве ҫирӗплетес тесе, хӑй сӑмахӗсене ӑнлантарса парсассӑн пророкла калаҫаканпа танлашма пултарать.


Македони тӑрӑхӗсенче ҫӳресе ҫавӑрӑнсассӑн вара сирӗн патӑра ҫитӗп, мӗншӗн тесен эпӗ Македони урлӑ пыма шухӑшлатӑп.


Хальхинче эпӗ сирӗнпе ҫула май кӑна курнӑҫасшӑн мар, Хуҫа Турӑ пулӑшсан, сирӗн патӑрта пӗр вӑхӑт пурӑнасса шанатӑп.


Ӑслӑлӑха вара эпир чун-чӗмпе аталанса ҫитнисене ӳкӗтлесе вӗрентетпӗр, анчах вӑл ҫак тӗнчен, ҫак тӗнчери пӗтес пуҫлӑхсен ӑслӑлӑхӗ мар.


Эпӗ сирӗн патӑра пырайман пирки сирӗнтен хӑшӗ-пӗри мӑнаҫлансах кайнӑ.


Эй, тӑвансем! Сире ырӑ сунса, мӗн каланине эпӗ Аполлоспа иксӗмӗр ҫинчен тӗслӗх вырӑнне каларӑм. Ҫырса янинчен ытла нимӗн те ан шухӑшласа кӑларччӑр, пӗри теприне мала ан хуччӑр терӗм.


Турӑ умӗнче калатӑп: сире хӗрхеннӗрен эпӗ Коринфа халӗ те пырса ҫитейместӗп-ха.


Эпӗ сире ҫырусемпе кӑна хӑратнӑн ан туйӑнтӑр тата.


Турӑ ирӗк парсан эпир ҫапла тӑвӑпӑр та.


«Хуҫа Турӑ парсассӑн, сывлӑх пулсассӑн ҫавна-ҫавна тӑвӑпӑр», – теес вырӑнне


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ