Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Коринфсем патне 1-мӗш 4:15 - Синодальный НЗ

15 Христос ӗненӗвӗнчи вӗрентӳҫӗсем сирӗн пинӗпех пулин те, аҫӑрсем сахал. Эпӗ вара, сире Ырӑ Хыпар пӗлтерсе, Христос ӗненӗвӗнчи аҫӑр пулса тӑтӑм.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Коринфсем патне 1-мӗш 4:15
25 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Эпӗ яланах Ырӑ Хыпара Христос ячӗ ҫинчен илтмен вырӑнсенче пӗлтерсе ҫӳреме тӑрӑшрӑм, урӑххисем вӗрентсе хывнӑ никӗспе усӑ курас темерӗм.


Турӑ ырӑлӑхне пула эсир Иисус Христоспа пӗрлӗхлӗ. Турӑ Ӑна пирӗн ӑслӑлӑх та, тӳрӗлӗх те, сӑваплӑх та, тӳлевлӗх те тунӑ.


Эй, тӑвансем! Эпӗ сире хам пӗлтернӗ Ырӑ Хыпара татах аса илтеретӗп. Эсир ӑна йышӑнтӑр, унпа тӗреклентӗр.


Хама панӑ Турӑ ырӑлӑхне пула эпӗ, ҫурт тӑвакан ӑста пек, никӗс хыврӑм, тепри ҫав никӗс ҫинче ҫурт хӑпартать. Эпӗ хам епле ӗҫлетӗп-ши тесе, харпӑр хӑй асӑрхантӑр.


Эпӗ акрӑм, Аполлос шӑварчӗ, анчах та ӳстерекенӗ – Турӑ.


Акакан та, шӑваракан та пӗр ӗҫех тӑваҫҫӗ, анчах та вӗсенчен кашниех ӗҫне кура сӑвап илӗ.


Ыттисем сирӗн патӑрта ҫавнашкал ирӗкпе усӑ кураҫҫӗ пулсан, пирӗн ирӗкӗмӗр тата ытларах мар-и? Анчах та эпир ҫав ирӗкпе нихӑҫан та усӑ курмарӑмӑр. Христосӑн Ырӑ Хыпарне пӗлтерме нимӗн те ан чӑрмантартӑр тесе мӗн пуррипе ҫырлахса пурӑнатпӑр.


Ырӑ Хыпар пӗлтерекенсем ӳкӗтлесе-вӗрентсе хӑйсене пурӑнмалӑх ӗҫлесе илччӗр тесе Хуҫамӑр та хушса хӑварнӑ.


Ырӑ Хыпар пӗлтерни вӑл – мухтанмалли япала мар, манӑн тивӗҫӗм. Пӗлтерместӗп пулсан – хуйхӑ пултӑр мана!


Мухтанмалли сӑлтавӑм, тӳлевӗм мӗн вара? Вӑл ак ҫакӑ: Христос ҫинчен эпӗ Ырӑ Хыпар тӳлевсӗрех саратӑп, ҫав ӗҫшӗн хама тивӗҫлине илместӗп.


Ҫакна эпӗ Ырӑ Хыпаршӑн, унӑн ырӑлӑхне ыттисемпе пӗрле пайласчӗ тесе тӑватӑп.


Эпир хамӑр ҫинчен вӗрентместпӗр, Иисус Христос вӑл пирӗн Хуҫамӑр пулни ҫинчен вӗрентетпӗр. Эпир Иисус ячӗшӗн сирӗн чура пултӑмӑр.


Ҫапла вара ӗненнипе тӳрре тухчӑр тесе саккун пире ачана пӑхнӑ пек пӑхса Христос патне илсе ҫитерчӗ.


Ӗненӳ вӑхӑчӗ ҫитнӗренпе вара эпир ача пӑхаканӑн ирӗкӗнчен тухрӑмӑр.


Эй, ачамсем! Христос сӑнарӗ сирӗн чунӑрта пуличченех ача ҫуратакан хӗрарӑм тӳсекен асапа эпӗ каллех тӳсетӗп.


Вӑхӑт ҫитсессӗн ҫынсем чӑн вӗрентнине итлес темӗҫ. Хӑйсен кӑмӑлне тивӗҫтермешкӗн вӗсем йӑпӑлтатакан, хитре калаҫакан вӗрентекенсене суйлӗҫ.


Ҫакна хам аллӑмпа ҫырсах ҫирӗплететӗп: ун парӑмне хамах парса татӑп. Эсӗ ман умра пурӑнӑҫушӑн парӑмлӑ пирки эпӗ шарламастӑп та.


Хӑй пултарнисем хушшинче малтанхи аван ҫимӗҫсем пек пулччӑр тесе, Турӑ пире чӑнлӑх сӑмахӗпе Хӑйӗн ачисем тума шутланӑ.


Эсир вилӗмлӗ этемрен мар, вилӗмсӗр те ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнакан Турӑ сӑмахӗнчен ҫӗнӗрен ҫуралнӑ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ