Сирӗншӗн тӑрӑшасчӗ тесе эпӗ ытти ӗненекен ушкӑнсем паракан пулӑшупа пурӑнтӑм, вӗсене тӑккаланмалла турӑм. Сирӗн патӑрта чухне ҫити-ҫитми пурӑнтӑм пулин те, эпӗ никама та йывӑрлӑх кӳмерӗм.
Эй, тӑвансем! Эпир сирӗн патӑрта Туррӑн Ырӑ Хыпарне ӳкӗтлесе вӗрентнӗ чухне епле пурӑннине астӑватӑр пулӗ. Сире чӑрмав кӳрес мар тесе эпир кунӗн-ҫӗрӗн ӗҫлерӗмӗр, хамӑра хамӑр йӳнеҫтерсе пурӑнтӑмӑр.