Вӗсем Христос тарҫисем-и? Ӑссӑрла калатӑп: эпӗ тарҫӑран та тарҫӑрах. Эпӗ вӗсенчен чылай нумайрах ӗҫлерӗм, пайтах патак ҫирӗм, тӗрмесенче нумайрах лартӑм, тӑтӑшах вилӗмпе куҫа-куҫӑн пултӑм.
Тепӗр тесен, мухтансан та ӑссӑр пек курӑнмӑп, мӗншӗн тесен чӑннине калӑп. Анчах та эпӗ шарламӑп – ахальлӗн кам та пулин ман пирки хӑй курнинчен те, эп каланинчен те ытларах шухӑшлӗ.
Чиркӳ пуҫлӑхне анчахрах тӗне кӗнисене лартмалла мар, мӗншӗн тесен унашкалли мӑнкӑмӑлланса кайма пултарӗ. Вара, шуйттан пекех, суд айӑплавне тивӗҫ пулӗ.
Мӗншӗн тесен чиркӳ ертӳҫин ӗненекен ушкӑна, Турӑ ҫуртне йӗркелесе тӑракан пек, ертсе пымалла, хӑйӗн таса пулмалла. Вӑл пуҫтах, кӑра, ӗҫкӗҫ, ҫапӑҫакан, ҫӑткӑн ан пултӑр.