8 Акакан та, шӑваракан та пӗр ӗҫех тӑваҫҫӗ, анчах та вӗсенчен кашниех ӗҫне кура сӑвап илӗ.
Этем Ывӑлӗ Ҫӳлти Ашшӗн мухтавӗпе, ангелӗсемпе килӗ те пурне те ӗҫӗсене кура тавӑрса парӗ.
„Сана та пилӗк хула пуҫлӑхӗ тӑватӑп“, – тенӗ хуҫи ӑна.
Турӑ кашнинех ӗҫӗсене кура тавӑрса парӗ:
Эй, савнӑ тӑванӑмсем! Ӗнтӗ ҫирӗп те иккӗленӳсӗр пулӑр. Хуҫамӑр ӗҫӗшӗн яланах пӗтӗм чуна парса тӑрӑшӑр, эсир тӑрӑшни Хуҫа Турӑ умӗнче усӑсӑр пулманнине пӗлсе тӑрӑр.
Камӑн ӗҫӗ вут витӗр тухайӗ, ҫав сӑвапа тивӗҫ пулӗ.
Ҫавӑнпа акакан та, шӑваракан та нимех те мар, пурте ӳстерекен Турӑран килет.
Мӗншӗн тесен эпир – Турӑшӑн пӗрле ӗҫлекенсем, эсир – Туррӑн уй-хирӗ, Туррӑн ҫурчӗ.
Христос ӗненӗвӗнчи вӗрентӳҫӗсем сирӗн пинӗпех пулин те, аҫӑрсем сахал. Эпӗ вара, сире Ырӑ Хыпар пӗлтерсе, Христос ӗненӗвӗнчи аҫӑр пулса тӑтӑм.
Ҫар ҫынни хӑйне хӑй тӑрантарса пурӑнни пур-и? Иҫӗм ҫырли лартаканӗ ҫырлине ҫименни пур-и? Кӗтӳ кӗтекенӗ сӗт ӗҫменни пур-и?
Кашниех хӑйӗн ӗҫне тимлӗ тутӑр, вара вӑл ҫын мухтавне ӑмсанмӗ, хӑйшӗн хӑй мухтавлӑ пулӗ.
Кашнин хӑйӗн ҫӗклемӗ.
Турӑ вӑл тӗрӗслӗхлӗ, ҫавӑнпа сирӗн ӗҫӗрсене те, Хӑйӗн сӑваплӑ халӑхне Унӑн ячӗпе пулӑшса юратулӑхӑра кӑтартнине те манмасть.
Вара, Ҫӳлти Кӗтӳҫӗ килсессӗн, эсир мухтавӑн шанми пуҫ кӑшӑлне илме тивӗҫ пулӑр.
Хамӑр мӗншӗн тӑрӑшнине ҫухатас марччӗ тесе, тулли сӑвап илесчӗ тесе, хӑвӑра хӑвӑр асӑрханса пурӑнӑр.
Эпӗ ун хыҫҫӑн каякансем ҫине вилӗм ярӑп, вара Эпӗ ҫынсен шухӑш-туйӑмне Тӗрӗслекенӗ пулнине пур чиркӳсем те ӑнланӗҫ. Эпӗ сире кашнинех ӗҫӗрсене кура тавӑрса парӑп.
«Акӑ, Эпӗ часах пырӑп. Кашнинех харпӑр-хӑй ӗҫӗшӗн тавӑрса памашкӑн тавӑрӑвӑм Хампа пӗрлех.