22 Павел та, Аполлос та, Кифа та, тӗнче те, пурӑнӑҫ та, вилӗм те, хальхи те, пуласси те – пурте сирӗн.
ӑна Иисус патне илсе пынӑ. Иисус ун ҫине пӑхса илнӗ те каланӑ: «Эсӗ, Иона ывӑлӗ Симон, малашне Кифа ятлӑ пулӑн». Кифа тени Петр тениех, вӑл Чул тенине пӗлтерет.
Эпӗ акӑ мӗн пирки каласшӑн. Сирӗнтен кашниех: «эпӗ Павел майлӑ», «эпӗ Аполлос майлӑ», «эпӗ Кифа майлӑ», «эпӗ вара Христос майлӑ» тесе ҫӳрет.
Эпир хамӑр ҫинчен вӗрентместпӗр, Иисус Христос вӑл пирӗн Хуҫамӑр пулни ҫинчен вӗрентетпӗр. Эпир Иисус ячӗшӗн сирӗн чура пултӑмӑр.
Пурӑнасса та эпӗ Христосшӑн пурӑнатӑп, вилсессӗн те ҫӳлти сӑвапа илӗп.