21 Ҫапла вара, этемпе никам та ан мухтантӑр, мӗншӗн тесен пурте сирӗн:
Авраама тата унӑн йӑхне тӗнче еткерҫисем пулмашкӑн саккун урлӑ мар, ӗненсе тӳрре тухнӑшӑн сӑмах парса шантарнӑ.
Тата эпир ҫакна пӗлсе тӑратпӑр: Турра юратакансене, Турӑ ирӗкӗпе чӗнсе илнисене кирек мӗн те ырри патне илсе пырать.
Турӑ Хӑйӗн Ывӑлне пирӗншӗн пуриншӗн те хӗрхенмесӗрех асап аллине панӑ пулсан, Унпа пӗрле пире пӗтӗмпех памӗ-и вара?
Эй, тӑвансем! Сире ырӑ сунса, мӗн каланине эпӗ Аполлоспа иксӗмӗр ҫинчен тӗслӗх вырӑнне каларӑм. Ҫырса янинчен ытла нимӗн те ан шухӑшласа кӑларччӑр, пӗри теприне мала ан хуччӑр терӗм.
Ӗнтӗ нумайӑшӗ Туррӑн тулли ырӑлӑхне илсе Турра ытларах та ытларах тав туса мухтаччӑр тесе, эпир пурне те сирӗншӗн тӳсетпӗр.
Эпир хамӑр ҫинчен вӗрентместпӗр, Иисус Христос вӑл пирӗн Хуҫамӑр пулни ҫинчен вӗрентетпӗр. Эпир Иисус ячӗшӗн сирӗн чура пултӑмӑр.
Пире кӳрентереҫҫӗ, анчах та эпир яланах савӑнӑҫлӑ. Пире чухӑн теҫҫӗ, анчах та эпир нумайӑшне пӗтми мул паратпӑр. Пирӗн, ҫук ҫынсен, пурте пур.
Ҫӗнтерекен пӗтӗмпех еткерлӗхе илӗ, вара Эпӗ унӑн Турри пулӑп, вӑл Манӑн ывӑлӑм пулӗ.