19 Мӗншӗн тесен ҫак тӗнче ӑслӑлӑхӗ Турӑ умӗнче – ӑссӑрлӑх. Ҫырнинче ҫапла каланӑ: «Турӑ ӑсчахсене хӑйсем карнӑ чеелӗх танатипех тытать».
Ӑслӑлӑха вара эпир чун-чӗмпе аталанса ҫитнисене ӳкӗтлесе вӗрентетпӗр, анчах вӑл ҫак тӗнчен, ҫак тӗнчери пӗтес пуҫлӑхсен ӑслӑлӑхӗ мар.
Эй, тӑвансем! Сире ырӑ сунса, мӗн каланине эпӗ Аполлоспа иксӗмӗр ҫинчен тӗслӗх вырӑнне каларӑм. Ҫырса янинчен ытла нимӗн те ан шухӑшласа кӑларччӑр, пӗри теприне мала ан хуччӑр терӗм.
Пирӗн ӗнтӗ ҫаплах пӗчӗк ачасем пек пулмалла мар. Вӗсене кирек епле вӗрентӳ ҫилӗ те, иккӗлентерсе, ҫавӑрттарса ярать; улталама вӗренсе ҫитнӗ чее ҫынсем хыҫҫӑн вӗсем часах каяҫҫӗ.
Кунашкал ӑс ҫӳлтен анмасть, вӑл – ку тӗнчери, чун-чӗмсӗр, шуйттанран килекен ӑс.