Ҫавӑнпа та вӑхӑчӗ ҫитиччен, Хуҫамӑр тепре киличчен никама та айӑпласа ан калаҫӑр. Вӑл килӗ те тӗттӗмре палӑрманнине ҫутта кӑларӗ, вӑрттӑн шухӑшсене те палӑрмалла тӑвӗ. Ҫавӑн чухне вара кашниех Турӑран хӑйне тивӗҫ мухтавне илӗ.
Асапӑм та манӑн ҫав сӑлтава пула, анчах та эпӗ вӑтанмастӑп. Мӗншӗн тесен эпӗ Кама ӗненнине пӗлетӗп, ҫав юлашки кун ҫитиччен Вӑл Хӑй мана шантарнине те вӑйра хӑварасса пӗлетӗп.
Халӗ ман валли ҫӗнтерӳҫӗн тӳрӗлӗх пуҫ кӑшӑлне хатӗрлеҫҫӗ. Ҫав юлашки кун ҫитсен тӳрӗ суд тӑвакан Хуҫамӑр мана ӑна тӑхӑнтартӗ. Пуҫ кӑшӑлне Вӑл мана кӑна мар, Хӑй тепре килессе савӑнса кӗтекенсене пурне те парӗ.
Ылтӑна вутпа тӗрӗсленӗ пек, сирӗн ӗненӗвӗр те асаппа тӗрӗсленет. Вара, Иисус Христос тепре килсессӗн, пӗтмелли ылтӑнран хаклӑрах ӗненӗвӗр хисепе, мухтава, чапа тивӗҫ пулӗ.
Хуҫамӑрӑн кунӗ ҫӗрлехи вӑрӑ пек килсе ҫитӗ. Ҫав кун тӳпе кӗр-кӗрлесе пӗтсе ларӗ, ҫут ҫанталӑкри тӗп пайрӑмсем хыпса илсе арканӗҫ, ҫӗр тата ҫӗр ҫинче этем туни пӗтӗмпех ҫунса кайӗ.