4-5 Сирӗн ӗненӗвӗр этем ӑслӑлӑхӗ ҫинче мар, Турӑ вӑй-хӑвачӗ ҫинче никӗслентӗр тесе эпӗ сире этем ӑсӗн витӗмлӗ сӑмахӗсемпе мар, Святой Сывлӑш хӑвачӗпе вӗрентрӗм, ӳкӗтлерӗм.
Турӑ Сывлӑшӗллӗ пулас текенсене Сывлӑш ҫинчен каланӑран ҫавсем ҫинчен йӑлтах эпир этем ӑслӑлӑхӗнчен килекен сӑмахсемпе мар, Святой Сывлӑшран килекен сӑмахсемпе хыпарлатпӑр.
Халӗ эпӗ этем кӑмӑлне е Турӑ кӑмӑлне юрасшӑн тӑрӑшатӑп-ши? Тен, эпӗ ҫынсене юрас тесе тӑрӑшатӑп? Эпӗ халиччен ҫынсене юрас тесе пурӑннӑ пулсан Христос чури пулмӑттӑм.
Мӗншӗн тесен эпир пӗлтернӗ Ырӑ Хыпара эсир сӑмах халлӗн кӑна илтмерӗр. Ырӑ Хыпарӑн чӑнлӑхне эпир сире Святой Сывлӑш хӑвачӗпе, ҫирӗп ӗненӳпе вӗрентрӗмӗр. Сирӗн патӑрта чухне эпир сире ырра пултӑр тесе мӗнле пурӑннине хӑвӑрах пӗлетӗр.