2 Мӗншӗн тесен эпӗ сире пӑталанӑ Иисус Христос ҫинчен кӑна каласа парас терӗм.
Сана, пӗртен-пӗр чӑн Турра, пӗлни тата Ху кунта янӑ Иисус Христоса пӗлни ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ пулать те ӗнтӗ.
Эй, айван Галати ҫыннисем! Сире кам илӗртсе чӑнлӑхран пистерчӗ? Пӑталанӑ Иисус Христос ҫинчен сире куҫӑн курӑнмалла пуличченех каласа кӑтартманччӗ-и вара?
Ман мухтанассӑм килмест. Мухтансан та эпӗ Иисус Христос Хуҫамӑр хӗресӗпе кӑна мухтанӑп. Ҫав хӗрес ҫинче ку тӗнчене маншӑн пӑталанӑ, мана та тӗнчешӗн пӑталанӑ.