Павел ӑна хӑйпе пӗрле илме кӑмӑл тунӑ. Ҫав тӑрӑхри иудейсем Тимофей ашшӗ грек пулнине пурте пӗлсе тӑнӑран, иудейсене юрас тесе, вӑл Тимофея хӑй патне илсессӗнех унӑн ӳтне кастарнӑ.
Эй, тӑвансем! Ӗнтӗ эпӗ сирӗнпе Сывлӑшшӑн пурӑнакансемпе калаҫнӑ пек мар, ӳтшӗн пурӑнакансемпе калаҫнӑ пек, Христос ӗненӗвӗнчи пӗчӗк ачасемпе калаҫнӑ пек калаҫрӑм.
Ҫавӑнпа та вӑхӑчӗ ҫитиччен, Хуҫамӑр тепре киличчен никама та айӑпласа ан калаҫӑр. Вӑл килӗ те тӗттӗмре палӑрманнине ҫутта кӑларӗ, вӑрттӑн шухӑшсене те палӑрмалла тӑвӗ. Ҫавӑн чухне вара кашниех Турӑран хӑйне тивӗҫ мухтавне илӗ.
Эй, савнӑ тӑвансем! Турӑ Сывлӑшӗллӗ текен кирек епле ҫынна та ан ӗненӗр. Малтан тӗрӗслесе пӑхӑр: ҫав сывлӑш Турӑран-и? Мӗншӗн тесен тӗнчере суя пророк нумайланса кайрӗ.