Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Коринфсем патне 1-мӗш 2:14 - Синодальный НЗ

14 Хӑй чунне шанакан ҫын Турӑ Сывлӑшӗнчен килекен ҫав чӑнлӑха йышӑнаймасть, ӑна ӑссӑрлӑх тесе шухӑшлать. Ҫав чӑнлӑха вӑл ӑнланаймасть, мӗншӗн тесен ӑна Сывлӑш урлӑ кӑна хаклама пулать.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Коринфсем патне 1-мӗш 2:14
36 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Иисус вара Петр енне ҫавӑрӑнса каланӑ: «Кай Ман патӑмран, шуйттан! Эсӗ Мана илӗртсе иккӗлентеретӗн; эсӗ Турра юрӑхли ҫинчен мар, этеме юрӑхли ҫинчен шухӑшлатӑн».


«Мӗн итлетӗр Ӑна? Усал ернипе Вӑл ҫапла ӑссӑрла калаҫать!» – тенӗ чылайӑшӗ.


Иисус иудейсене тем тӗрлӗ хӑват кӑтартнӑ пулин те, вӗсем Ӑна ӗненмен.


Ҫав Лӑплантаракан – чӑнлӑх Сывлӑшӗ. Тӗнче Ӑна курмасть те, пӗлмест те, ҫавӑнпа Ӑна йышӑнаймасть. Эсир вара Ӑна пӗлетӗр, мӗншӗн тесен Вӑл халӗ те сирӗнпе, малашне те сирӗнтех пулӗ.


Ман ятӑмпа Аттем сире Лӑплантаракан Сывлӑш ярса парӗ. Ҫав Святой Сывлӑш Эпӗ мӗн каланине сире пӗтӗмпех ӑнлантарса парӗ, пӗтӗмпех аса илтерӗ.


Эпӗ Аттемрен анакан чӑнлӑх Сывлӑшне сирӗн патӑра ярӑп. Ҫав Лӑплантаракан Сывлӑш сире Ман ҫинчен ҫирӗплетсе пӗлтерекенӗ пулӗ.


Пӗртен-пӗр Турӑ мухтавне шырас вырӑнне эсир пӗр-пӗрне мухтаса пурӑнатӑр пулсан ӑҫтан-ха Мана ӗненме пултарӑр?


Мӗншӗн-ха эсир Эпӗ каланине ӑнланмастӑр? Мӗншӗн тесен Ман сӑмахӑма итлеме мехел ҫитерейместӗр.


Пирӗн калаҫӑва Фиатир хулинчен пынӑ Лидия ятлӑ пӗр хӗрарӑм та итлесе ларчӗ. Турра питӗ хисеплекен ҫав хӗрарӑм хаклӑ йышши пир-авӑр сутса пурӑннӑ. Павел сӑмахӗсене ӑнланса илме Хуҫамӑр унӑн чун-чӗрине уҫрӗ.


Хӑш-пӗр философсем – эпикурсемпе стоиксем – унпа тавлашма пуҫланӑ. Вӗсем Павел Иисус ҫинчен, вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен вӗрентнине илтнӗ. «Ҫак пуш параппан мӗн каласшӑн ара?» – тенӗ пӗрисем. «Вӑл темле ют турӑсем ҫинчен вӗрентет пулас», – тенӗ тата теприсем.


Вилнисем чӗрӗлесси ҫинчен илтсен пухура ларакансенчен хӑшӗ-пӗрисем тӑрӑхласа кулма пуҫланӑ. «Эпир сана тепӗр чух та итлӗпӗр-ха», – тенӗ теприсем.


Анчах та кунта тӗрлӗ вӗрентӳсем пирки, ятсем пирки, Моисей саккунӗ пирки тавлашу пырать. Ҫавӑнпа та ку ыйтусене хӑвӑрах татса парӑр. Кунашкал ӗҫре ман судья пулас килмест».


Ҫапах та вӗсем Павелпа хӑйсен Турра хисеплес йӗрки ҫинчен тата пӗр вилнӗ темле Иисус пирки тавлашкаларӗҫ. Павел ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, Вӑл чӗрех иккен.


Хӗрес ҫинчен вӗрентни вӑл пӗтмеллисемшӗн – ӑссӑрлӑх, пирӗншӗн, ҫӑлӑнмаллисемшӗн – Турӑ хӑвачӗ.


Мӗншӗн тесен Турӑ ӑслӑлӑхне пӗлмешкӗн ҫак тӗнче ӑслӑлӑхӗ ҫителӗксӗр. Ҫавӑнпа та Турӑ ӗненекенсене ӑссӑр пек туйӑнакан ӳкӗтпе ҫӑлма кӑмӑл тунӑ.


Эпир вара пӑталанӑ Христос ҫинчен ӳкӗтлесе вӗрентетпӗр. Иудейсемшӗн Вӑл такӑнса ӳкмелли чул, грексемшӗн – пуҫа вырнаҫми япала.


Мӗншӗн тесен Туррӑн ӑссӑрлӑхӗ текенни этем ӑслӑлӑхӗнчен ҫӳллӗрех, Туррӑн вӑйсӑрлӑхӗ текенни этем вӑйӗнчен хӑватлӑрах.


Чунлӑ пулни ҫӗре кӗрет, чун-чӗмлӗ пуласси чӗрӗлсе тӑрать. Чунлӑ ӳт-кӳлепе пур пулсассӑн, эппин чун-чӗмли те пур.


Анчах та малтан чун-чӗмли мар, чунли пулать. Кайран тин чун-чӗмли пулать.


Анчах та эпир, Турӑ хамӑра мӗн панине пӗлес тесе, ҫак тӗнчен чунне мар, Турӑран килекен Сывлӑша илтӗмӗр.


Эй, тӑвансем! Ӗнтӗ эпӗ сирӗнпе Сывлӑшшӑн пурӑнакансемпе калаҫнӑ пек мар, ӳтшӗн пурӑнакансемпе калаҫнӑ пек, Христос ӗненӗвӗнчи пӗчӗк ачасемпе калаҫнӑ пек калаҫрӑм.


Кунашкал ӑс ҫӳлтен анмасть, вӑл – ку тӗнчери, чун-чӗмсӗр, шуйттанран килекен ӑс.


Тепӗр тесен, Хӑйӗн Сывлӑшне Паракан сире суйласа илнӗ, чӑнлӑха эсир хӑвӑрах пӗлетӗр.


Тепӗр тесен, сире Вӑл Хӑй ҫу сӗрсе суйласа илнӗ. Ҫавӑ сирӗнтех юлӗ. Сире кам та пулин вӗрентни кирлӗ мар. Ҫу сӗрсе суйласа илни вара суя мар, чӑн. Ҫав чӑнни хӑех сире пурин ҫинчен те вӗрентет. Эппин вӑл сире мӗне вӗрентнине тытса пурӑнӑр.


Эпир тата ҫакна та пӗлетпӗр: Турӑ Ывӑлӗ килчӗ те, чӑн Турра пӗлччӗр тесе, Унӑн чӑн Ывӑлӗпе Иисус Христоспа пӗрлӗхлӗ пулччӑр тесе, пире ҫутӑ та, ӑс-хакӑл та пачӗ. Вӑл – чӑн Турӑ, Вӑл – ӗмӗрлӗх чӗрӗлӗх.


Ҫав ҫынсем пӗрлӗхлӗ ӗненӳрен уйӑрӑлаҫҫӗ. Вӗсен чун-чӗмӗ ҫук, ӳт-пӳ хистени кӑна пур.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ