Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Коринфсем патне 1-мӗш 2:13 - Синодальный НЗ

13 Турӑ Сывлӑшӗллӗ пулас текенсене Сывлӑш ҫинчен каланӑран ҫавсем ҫинчен йӑлтах эпир этем ӑслӑлӑхӗнчен килекен сӑмахсемпе мар, Святой Сывлӑшран килекен сӑмахсемпе хыпарлатпӑр.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Коринфсем патне 1-мӗш 2:13
14 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

мӗншӗн тесен ҫав самантра мӗн каламаллине сире Святой Сывлӑш вӗрентӗ».


Унтан пурин чун-чӗри те Святой Сывлӑшпа тулнӑ та вӗсем пурте Сывлӑш панӑ пултарулӑхпа хӑйсем унччен пӗлмен чӗлхесемпе калаҫа пуҫланӑ.


Христос мана тӗне кӗртме мар, Ырӑ Хыпар пӗлтерме янӑ. Христос хӗресӗн хӑватне ҫухатас марччӗ тесе манӑн ҫав ӗҫе хама ӑсла хумасӑр тумалла.


Пӗлмен чӗлхепе калаҫакан вара ҫынсемпе мар, Турӑпа калаҫать. Ӑна никам та ӑнланмасть, мӗншӗн тесен вӑрттӑнлӑха вӑл Турӑ Сывлӑшӗн витӗмӗпе пӗлтерет.


Ҫапла вара, тӑвансем, эпӗ сирӗн патӑра Турӑ пӗлтернине хыпарлама пырсассӑн хама ӑсла хурса тата япшар чӗлхеллӗн калаҫмарӑм.


Хӑй чунне шанакан ҫын Турӑ Сывлӑшӗнчен килекен ҫав чӑнлӑха йышӑнаймасть, ӑна ӑссӑрлӑх тесе шухӑшлать. Ҫав чӑнлӑха вӑл ӑнланаймасть, мӗншӗн тесен ӑна Сывлӑш урлӑ кӑна хаклама пулать.


Сирӗн ӗненӗвӗр этем ӑслӑлӑхӗ ҫинче мар, Турӑ вӑй-хӑвачӗ ҫинче никӗслентӗр тесе эпӗ сире этем ӑсӗн витӗмлӗ сӑмахӗсемпе мар, Святой Сывлӑш хӑвачӗпе вӗрентрӗм, ӳкӗтлерӗм.


Эпир сирӗн ӑша чун-чӗм вӑрлӑхне акрӑмӑр, эппин сирӗнтен кӗлеткене усрамалӑх пухса илни ытлашши пулӗ-и?


Пӗр-пӗрне псалом, мухтав юрри, кӗлӗ юрри сӑмахӗсемпе ӳкӗтлӗр. Пӗтӗм чӗререн Хуҫа Турра мухтаса юрлӑр.


Христос сӑмахӗ сирӗн ӑшӑрта туллин тӑтӑр. Пӗр-пӗрне псалом, мухтав юрри, кӗлӗ юрри сӑмахӗсемпе ӑслӑн ӳкӗтлӗр. Пӗтӗм чӗререн Хуҫа Турра тав туса юрлӑр.


Пророкла каланисем хӑйсемшӗн мар, пирӗншӗн пулнине Турӑ пророксене уҫса панӑ. Ҫӳлтен аннӑ Святой Сывлӑш хӑвачӗпе Ырӑ Хыпар пӗлтерекенсем халӗ сире ҫавӑн ҫинченех ӳкӗтлесе вӗрентеҫҫӗ. Ҫӳлти ангелсем те ҫав вӑрттӑнлӑха пӗлесшӗн.


Эпир сире Иисус Христос Хуҫамӑрӑн хӑвачӗ ҫинчен, Вӑл килни ҫинчен юмах юптарса мар, Унӑн аслӑлӑхне хамӑр куҫпа хамӑр курнӑран каласа патӑмӑр.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ