12 Анчах та эпир, Турӑ хамӑра мӗн панине пӗлес тесе, ҫак тӗнчен чунне мар, Турӑран килекен Сывлӑша илтӗмӗр.
Ҫапла вара, Иисус Христоспа пӗрлӗхлӗ пулса, ӳт-пӳшӗн мар, Сывлӑшшӑн пурӑнакансене халӗ нимӗнле айӑплав та пулас ҫук.
Турӑ Хӑйӗн Ывӑлне пирӗншӗн пуриншӗн те хӗрхенмесӗрех асап аллине панӑ пулсан, Унпа пӗрле пире пӗтӗмпех памӗ-и вара?
Анчах та Турӑ ӑслисене намӑса хӑвармашкӑн ҫак тӗнчере ӑссӑр текеннисене, вӑйлисене намӑса хӑвармашкӑн ҫак тӗнчере вӑйсӑр текеннисене суйласа илнӗ.
Ӑслӑлӑха вара эпир чун-чӗмпе аталанса ҫитнисене ӳкӗтлесе вӗрентетпӗр, анчах вӑл ҫак тӗнчен, ҫак тӗнчери пӗтес пуҫлӑхсен ӑслӑлӑхӗ мар.
Павел та, Аполлос та, Кифа та, тӗнче те, пурӑнӑҫ та, вилӗм те, хальхи те, пуласси те – пурте сирӗн.
Вӗсен, ӗненменнисен, ӑсне ҫак тӗнче турри суккӑрлатнӑ. Вӗсем Христос мухтавӗ ҫинчен калакан Ырӑ Хыпар ҫутине курмаҫҫӗ. Христос вара – курӑнман Туррӑн курӑннӑ сӑнарӗ.
Ҫак тӗнче йӑлипе, усал сывлӑшсемпе хуҫаланакан пуҫлӑх ирӗкӗпе эсир тахҫан ҫылӑхлӑ пурӑннӑ. Ҫав пуҫлӑх Турра хирӗҫҫисемпе халӗ те хуҫаланать-ха.
Е Ҫырнинче ҫак сӑмахсене ахаль каланӑ пулӗ тетӗр-и? Акӑ вӑл сӑмахсем: «Турӑ пирӗн ӑшри Хӑйӗн сывлӑшне кӗвӗҫес таранах савать».
Тепӗр тесен, Хӑйӗн Сывлӑшне Паракан сире суйласа илнӗ, чӑнлӑха эсир хӑвӑрах пӗлетӗр.
Тепӗр тесен, сире Вӑл Хӑй ҫу сӗрсе суйласа илнӗ. Ҫавӑ сирӗнтех юлӗ. Сире кам та пулин вӗрентни кирлӗ мар. Ҫу сӗрсе суйласа илни вара суя мар, чӑн. Ҫав чӑнни хӑех сире пурин ҫинчен те вӗрентет. Эппин вӑл сире мӗне вӗрентнине тытса пурӑнӑр.
Ҫапла вара пысӑк аҫтахана, шуйттан тата сатана теекен авалхи ҫӗлене, пӗтӗм ҫут тӗнчене илӗртсе улталаканскере, ҫӗр ҫине ҫапса антарчӗҫ. Хӑйӗнпе пӗрле тата унӑн ангелӗсене те ҫӗре ӳкерчӗҫ.
Унтан мана ангел: «Ҫак сӑмахсем тӗрӗс те чӑн. Малашлӑхра часах мӗн пулассине Хӑйӗн чурисене пӗлтермешкӗн сӑваплӑ пророксен Хуҫа Турри Хӑйӗн ангелне ячӗ», – терӗ.