9 Турӑшӑн тӑрӑшса ӗҫлемешкӗн кунта лайӑх майсем уҫӑлчӗҫ, тӑшмансем те нумай.
Антиохине тавӑрӑнсан апостолсем ӗненекен ушкӑна пухнӑ та Турӑ хӑйсем урлӑ мӗн-мӗн тунине, Вӑл урӑх халӑхсемшӗн те ӗненӳ алӑкне епле уҫса панине пӗтӗмпех каласа кӑтартнӑ.
Этемле шухӑшласа каласан, эпӗ Ефесра тискер кайӑксемпе ҫапӑҫнин мӗн усси? Вилнисем чӗрӗлмеҫҫӗ пулсан, атьӑр эппин ҫиер те ӗҫер, ыран ҫавах вилмелле!
Хурлӑх курасса та эпир сире лӑплантарма, ҫӑлӑнӑҫ пама куратпӑр. Лӑплану илнӗрен вара эпир чӑтнине эсир те тӳсӗмлӗн чӑтаятӑр.
Эпӗ Троадӑна Христос ҫинчен Ырӑ Хыпар пӗлтерме пырсассӑн, Хуҫамӑр мана лайӑх майсем уҫса пачӗ.
Мӗншӗн тесен нумайӑшӗ (вӗсем ҫинчен эпӗ сире пӗрре мар каласаттӑм, халӗ куҫҫуль витӗрех калам) хӑйсене Христос хӗресӗн тӑшманӗсем пек тыткалаҫҫӗ.
Пирӗншӗн те кӗлтӑвӑр: Турӑ пире Христосӑн вӑрттӑн чӑнлӑхӗ ҫинчен Хӑйӗн сӑмахне вӗрентмешкӗн ҫул уҫса патӑрччӗ. Христос ҫинчен вӗрентнӗшӗн эпӗ тӗрмере ларатӑп та.
Хӑвӑр ҫылӑхӑрсене пӗр-пӗрне уҫса парӑр. Сывалас тесессӗн пӗр-пӗриншӗн кӗлтӑвӑр. Тӳрӗ ҫын хӗрӳллӗн кӗлтуни тем тума та пултарать!