8 Ефесра вара эпӗ Аллӑмӗш кун уявӗччен пулӑп.
Ҫапла вӗсем Ефес хулине ҫитнӗ. Унта Павел, Прискиллӑпа Акилӑран уйӑрӑлса, синагогӑна кӗнӗ те иудейсемпе калаҫма пуҫланӑ.
Вара вӗсемпе сывпуллашнӑ май вӑл ҫапла каланӑ: «Ҫывхарса килекен уява манӑн Иерусалимрах кӗтсе илмелле, Турра кирлӗ пулсан, эпӗ сирӗн патӑра тавӑрӑнӑп-ха». Вара Ефесран караппа ишсе кайнӑ. Акилӑпа Прискилла Ефесрах юлнӑ.
Аполлос Коринфра пурӑннӑ вӑхӑтра Павел сӑртлӑ-туллӑ тӑрӑхсенче ҫул ҫӳренӗ. Унтан вӑл Ефеса ҫитнӗ те хӑш-пӗр вӗренекенсемпе тӗл пулнӑ.
Аллӑмӗш кун уявӗ ҫитсен, вӗсем пурте пӗрле пӗр шухӑш-кӑмӑлпа пухӑннӑ.
Асире вӑхӑта ытлашши ирттерес мар тесе Павел Ефеса кӗрсе тӑрас темерӗ. Мӗншӗн тесен, ӗлкӗрейсен, аллӑмӗш кун уявӗ тӗлне вӑл Иерусалимра пуласчӗ тесе васкарӗ.
Этемле шухӑшласа каласан, эпӗ Ефесра тискер кайӑксемпе ҫапӑҫнин мӗн усси? Вилнисем чӗрӗлмеҫҫӗ пулсан, атьӑр эппин ҫиер те ӗҫер, ыран ҫавах вилмелле!