7 Хальхинче эпӗ сирӗнпе ҫула май кӑна курнӑҫасшӑн мар, Хуҫа Турӑ пулӑшсан, сирӗн патӑрта пӗр вӑхӑт пурӑнасса шанатӑп.
Анчах та Иисус ӑна хуравласа каланӑ: «Ҫапла пулмалла та, Турӑ хушнине йӑлтах пирӗн ҫапла пурнӑҫламалла». Иоанн вара шыва кӗртме килӗшнӗ.
Вара вӗсемпе сывпуллашнӑ май вӑл ҫапла каланӑ: «Ҫывхарса килекен уява манӑн Иерусалимрах кӗтсе илмелле, Турра кирлӗ пулсан, эпӗ сирӗн патӑра тавӑрӑнӑп-ха». Вара Ефесран караппа ишсе кайнӑ. Акилӑпа Прискилла Ефесрах юлнӑ.
Хӑҫан та пулин сирӗн патӑра ҫитсе курмашкӑн ирӗк патӑрччӗ тесе кӗллӗмсенче тӑтӑшах Турра йӑлӑнатӑп.
Анчах та, Турӑ пулӑшсассӑн, эпӗ часах сирӗн патӑра ҫитсе курӑп-ха. Ун чухне вара мӑнаҫлисен хитре сӑмахне мар, ӗненӳ хӑватне тӗплӗнрех пӗлӗп.
Ҫакна ҫирӗп шанса, сире тепӗр хут чун-чӗм пархатарӗ парас тесе эпӗ сирӗн патӑра маларах пырасшӑнччӗ.
«Хуҫа Турӑ парсассӑн, сывлӑх пулсассӑн ҫавна-ҫавна тӑвӑпӑр», – теес вырӑнне