Леҫсе яракансем Павела Афинӑна ҫитичченех ӑсатнӑ, унтан хӑйсем каялла тавӑрӑннӑ. Павел вӗсене: «Силӑпа Тимофей хӑвӑртрах ман патӑма килччӗр», – тесе пӗлтерме хушса янӑ.
Кайма вӑхӑт ҫитсен эпир каллех ҫула тухрӑмӑр. Иисуса ӗненекенсем, арӑмӗсемпе тата ачисемпе пӗрлех, пире хуларан тухичченех ӑсатса ячӗҫ. Тинӗс хӗрринче вара чӗркуҫленсе ларсах кӗлтурӑмӑр.
Ку чарӑну хӗл каҫма юрӑхсӑр пулнӑ пирки ытларахӑшӗ малалла ишме сӗнчӗҫ, ҫитме май пулсан Финикра хӗл каҫас терӗҫ. Крит утравӗ ҫумӗнчи ҫак чарӑну кӑнтӑр-хӗвел анӑҫӗнчен тата ҫурҫӗр-хӗвел анӑҫӗнчен вӗрекен ҫил ҫинче ларать.
Испание кайма тухсанах сирӗн патӑра ҫитсе курӑп. Ҫула май сирӗнпе курнӑҫасса шанатӑп. Сирӗнпе пӗр вӑхӑт кӑмӑл туличчен калаҫсан эсир мана малалла кайма пулӑшасса та шанатӑп.