5 Македони тӑрӑхӗсенче ҫӳресе ҫавӑрӑнсассӑн вара сирӗн патӑра ҫитӗп, мӗншӗн тесен эпӗ Македони урлӑ пыма шухӑшлатӑп.
Ҫак ӗҫсем пулса иртнӗ хыҫҫӑн Павел Македонипе Ахаия урлӑ Иерусалима кайма шут тытнӑ. «Иерусалимран вара манӑн Рима каймалла», – тенӗ вӑл.
Мӗншӗн тесен Македонири тата Ахаияри ӗненекенсем Иерусалимри чухӑн ӗненекенсем валли укҫа-тенкӗ пуҫтарса парса ячӗҫ.
Хамӑн та каймалла пулсассӑн вӗсем манпа пырӗҫ.
Анчах та, Турӑ пулӑшсассӑн, эпӗ часах сирӗн патӑра ҫитсе курӑп-ха. Ун чухне вара мӑнаҫлисен хитре сӑмахне мар, ӗненӳ хӑватне тӗплӗнрех пӗлӗп.