3 Эпӗ вара, пырсассӑн, пухнӑ пулӑшӑва Иерусалима леҫме хӑвӑр суйласа илнӗ ҫынсене хут ҫырса парса ярӑп.
Турӑ сирӗн пухӑва ан айӑплатӑр тесен ҫиес текен килте ҫитӗр. Ыттине хам пырсан йӗркене кӗртӗп.
Хамӑн та каймалла пулсассӑн вӗсем манпа пырӗҫ.
Сире хамӑрпа ҫӗнӗрен паллаштармалла-и? Хӑшӗ-пӗрисем сирӗн патӑра пынӑ чухне е сирӗн патӑртан кайнӑ чухне ятарласа хӑйсене ырланӑ ҫыру ҫыртараҫҫӗ. Пире вӑл кирлӗ-и? Паллах, кирлӗ мар.
Вӗсем пире ӗненекенсене пулӑшас чыслӑ ӗҫе хутшӑнмашкӑн ирӗк пама тархасларӗҫ.
Ҫавӑнпа та эпир Тита ҫав ырӑ пулӑшу ӗҫне сирӗн патӑрта епле аван пуҫланӑ, ҫаплах туса пӗтерме хушрӑмӑр.