23 Сире Иисус Христос Хуҫамӑрӑн ырӑлӑхӗ пултӑр.
Канӑҫлӑх Турри часах шуйттана ҫапса антарӗ, сирӗн урӑр айне тӑвӗ. Иисус Христос Хуҫамӑр ырӑлӑхӗ сирӗнпе пултӑр! Аминь.
Гаий те сире салам калать. Ютран килнӗ ӗненекенсем ун килӗнче чарӑнса тӑраҫҫӗ, мана та вӑл хапӑл турӗ. Сире хула хыснин управҫи Ераст тата Кварт тӑванӑм салам яраҫҫӗ.
Эпӗ сире, Христос Иисуса ӗненекенсене, пурне те юрататӑп. Аминь.