20 Мӗн пур ӗненекен тӑвансенчен сире салам. Эсир те пӗр-пӗрне сӑваплӑн, тӑванла чуптуса саламлӑр.
Хӑвӑр тӑванӑрсене анчах саламлатӑр пулсан, эсир кирлинчен ытла мӗнех тӑватӑр? Урӑх халӑх ҫыннисем те ҫаплах тумаҫҫӗ-им?
Пӗр-пӗрне сӑваплӑн, тӑванла чуптуса ырӑ сунӑр. Христос чиркӗвӗсем те пурте сире салам яраҫҫӗ.
Ӗҫри юлташӑм Тимофей тата тӑван халӑхӑм ҫыннисем Луций, Иасон, Сосипатр сире салам яраҫҫӗ.
Гаий те сире салам калать. Ютран килнӗ ӗненекенсем ун килӗнче чарӑнса тӑраҫҫӗ, мана та вӑл хапӑл турӗ. Сире хула хыснин управҫи Ераст тата Кварт тӑванӑм салам яраҫҫӗ.
Сӑваплӑ ҫынсем пурте, уйрӑммӑнах император ҫуртӗнчисем, сире салам калаҫҫӗ.
Ӗненекен мӗн пур тӑванӑмӑрсене сӑваплӑн, тӑванла чуптуса саламлӑр.
Хӑвӑра вӗрентекенсемпе ӗненекенсене пурне те салам калӑр. Италирисем те сире салам яраҫҫӗ.
Пӗр-пӗрне тӑванла юратса чуптӑвӑр. Сире, Христос Иисуспа пӗрлӗхлисене, пурне те канӑҫлӑх пултӑр. Аминь.