Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Коринфсем патне 1-мӗш 16:19 - Синодальный НЗ

19 Аси тӑрӑхӗнчи ӗненекен ушкӑнсем сире салам яраҫҫӗ. Уйрӑммӑнах сире Акилӑпа Прискилла тата вӗсем патӗнче пухӑнакан ӗненекен ушкӑнрисем Хуҫа Турӑ ячӗпе салам калаҫҫӗ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Коринфсем патне 1-мӗш 16:19
13 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Святой Сывлӑш хӑйсене Асире Турӑ сӑмахне вӗрентме чарнӑ пирки вӗсем Фригипе Галати ҫӗрӗсем тӑрӑх ҫӳренӗ.


Коринфра татах чылай хушӑ пурӑннӑ хыҫҫӑн Павел, ӗненекен тӑванӗсемпе сывпуллашса, Сирие ишсе кайнӑ. Прискиллӑпа Акила та унпа пӗрлех пынӑ. Турра панӑ сӑмахне асра тытса Павел, Сирие ишсе кайичченех, Кенхреире ҫӳҫне кастарнӑ.


Унта вӑл Понт ҫӗрӗнче ҫуралнӑ Акила ятлӑ пӗр иудейпа унӑн арӑмне Прискиллӑна шыраса тупнӑ та вӗсем патне кӗнӗ. Вӗсем анчахрах Италирен куҫса килнӗ пулнӑ, мӗншӗн тесен Клавдий император иудейсене пурне те Римран тухса кайма хушнӑ пулнӑ.


Вӑл синагогӑра та пит хастар вӗрентме пуҫланӑ. Вӑл вӗрентнине илтсен Акилӑпа Прискилла ӑна хӑйсем патне чӗннӗ те Хуҫа Туррӑмӑрӑн ҫулӗ ҫинчен тӗплӗнрех ӑнлантарса панӑ.


Ҫапла пӗр икӗ ҫул та иртнӗ. Ҫавӑнпа Асире пурӑнакансем пурте – иудейсем те, грексем те – Иисус Хуҫамӑр ҫинчен пӗлтернӗ ӳкӗте илтнӗ.


Эпир – Парфи, Миди, Елам ҫыннисем; Месопотамире, Иудейӑра, Каппадокире, Понтра, Асире,


Юлияпа Филолога, Нирейпа аппӑшне, Олимпана тата вӗсемпе хутшӑнса пурӑнакан мӗн пур ӗненекенсене салам калӑр.


Лаодикири ӗненекен тӑвансене, Нимфана тата ун килӗнче пуҫтарӑнакан ӗненекен ушкӑнрисене пирӗнтен салам калӑр.


Прискиллӑпа Акилӑна тата Онисифор кил-йышне салам кала.


тата савнӑ тӑванӑмӑр Апфия йӑмӑка; тата кӗрешӳри юлташӑмӑра Архипа; ҫавӑн пекех санӑн килӳнте пуҫтарӑнакан ӗненекен ушкӑна.


Иисус Христос апостолӗнчен Петртан – Понт, Галати, Каппадоки, Аси, Вифини тӑрӑхӗнче сапаланса кайнисене, ытти ӗненекенсем пекех ҫак тӗнчешӗн юттисене. Иисус Христоса пӑхӑнмашкӑн, Унӑн Юнӗпе тасатмашкӑн сире Атте Турӑ чӑн малтанах палӑртса хунӑ, Сывлӑшпа сӑваплатса суйласа илнӗ. Сире пурне те Турӑ ырӑлӑхӗпе канӑҫлӑхӗ тата ытларах пултӑр.


– Хӑвна мӗн курӑннине йӑлтах кӗнекелесе ҫыр та Асири чиркӳсене: Ефеса та, Смирнӑна та, Пергама та, Фиатирӑна та, Сардиса та, Филадельфине те, Лаодикине те яр».


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ