Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Коринфсем патне 1-мӗш 16:18 - Синодальный НЗ

18 Вӗсем ман чунӑма та, сирӗн чунӑра та лӑплантарчӗҫ. Ун пек ҫынсене хисеплӗр.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Коринфсем патне 1-мӗш 16:18
14 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Вара эпӗ Турӑ ирӗкӗпе сирӗн патӑра савӑнсах ҫитӗттӗм, сирӗнпе пӗрле канӑҫлӑх тупӑттӑм.


Эсир хавхалантарнишӗн эпир питӗ савӑнтӑмӑр, анчах та сирӗн патӑртан чунне лӑплантарса тавӑрӑннӑ Тит савӑнӑҫне курсан, эпир тата ытларах хӗпӗртерӗмӗр.


Эсир мӗнле пурӑннине пӗлме, сире хавхалантарма эпӗ ӑна сирӗн пата ятӑм.


Эй, тӑвансем! Эпир сире хӑвӑр хушшӑрта ӗҫлекенсене – Хуҫамӑрпа пӗрлӗхлӗ пултармашкӑн ертсе пыракансене тата вӗрентекенсене – сума сума ыйтатпӑр.


Ӗнтӗ Хуҫа Турӑ ячӗпе маншӑн ырӑ ӗҫ тусамччӗ, Хуҫамӑр урлӑ тӑван пулса, чунӑма лӑплантарсамччӗ.


Санӑн юратулӑху пире пысӑк савӑнӑҫ тата йӑпанӑҫ парать. Сана пула, тавах, ӗненекенсем те чӗрисенче канӑҫлӑх тупрӗҫ.


Хӑвӑра Турӑ сӑмахне вӗрентнӗ ӳкӗтлевҫӗсене асрах тытса тӑрӑр. Вӗсем тивӗҫлӗ пурӑнса тивӗҫлӗ вилнине курсассӑн, вӗсем пекех ӗненме тӑрӑшӑр.


Ачамсем чӑнлӑхпа ҫӳреҫҫӗ тени мана пуринчен те ытла савӑнтарать.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ