15 Эй, тӑвансем! Манӑн сирӗнтен акӑ мӗн пирки ыйтмалли пур. Эсир Стефан кил-йышне, вӗсем Ахаияри малтанхи ӗненекенсем пулнине пӗлетӗр. Вӗсем ӗненекенсемшӗн ырми-канми тӑрӑшаҫҫӗ.
Ахаияра Рим лартнӑ Галлион пуҫлӑх хуҫаланнӑ чухне иудейсем пӗр каварлӑ пулса Павела ярса тытнӑ та суд умне тӑратнӑ.
Ӗненекен тӑванӑрсене кирлӗ чухне пулӑшӑр, ютран килнисене хапӑл тӑвӑр.
Халӗ вара эпӗ Иерусалима, унти ӗненекенсене пулӑшма, ҫула тухатӑп.
Манӑн Иудейӑри ӗненмен ҫынсен хурри пулас марччӗ, эпӗ тӑрӑшни Иерусалимри ӗненекен тӑвансемшӗн усӑллӑ пултӑрччӗ.
Эсир ҫав хӗрарӑма Хуҫа Турӑ ячӗпе, ӗненекенсене тивӗҫлӗ пек, хапӑл тусамӑр. Хӑвӑр патӑрта ӑна мӗн кирлипе пулӑшсамӑр. Вӑл хӑй те нумайӑшне, ҫав шутрах мана та, пулӑшнӑ.
Хаклӑ Епенет тусӑма, Ахаияра Христоса ӗненме пуҫлакансенчен пӗри пулнӑскерне, манран салам калӑр.
Тата эпӗ Стефан кил-йышӗнчисене шыва кӗртнӗччӗ, урӑх кама та пулин тӗне кӗртнине астумастӑп.
Чухӑн ӗненекенсем валли пулӑшу пуҫтарнӑ чухне эпӗ Галатири ӗненекен ушкӑнсене хушнӑ пек тӑвӑр.
Стефан, Фортунат тата Ахаик кунта килсе ҫитни мана савӑнтарчӗ, хам сирӗнпе пулманни те ытлах сисӗнмест.
Вӗсем пире ӗненекенсене пулӑшас чыслӑ ӗҫе хутшӑнмашкӑн ирӗк пама тархасларӗҫ.
Тепӗр тесен, эпӗ сирӗн патӑра ӗненекенсене пулӑшасси ҫинчен ҫырни кирлех те мар,
Ҫав тӑлӑх арӑмсен ырӑ ӗҫӗсемпе палӑрмалла: ачисене пӑхса ӳстермелле, ӗненекен ҫул ҫӳренсемпе тарават пулмалла, ӗненекен тӑвансен урисене ҫуса ямалла, инкеке лекнисене пулӑшмалла, кирек епле ырӑ ӗҫе те тӑрӑшса тумалла.
Санӑн юратулӑху пире пысӑк савӑнӑҫ тата йӑпанӑҫ парать. Сана пула, тавах, ӗненекенсем те чӗрисенче канӑҫлӑх тупрӗҫ.
Турӑ вӑл тӗрӗслӗхлӗ, ҫавӑнпа сирӗн ӗҫӗрсене те, Хӑйӗн сӑваплӑ халӑхне Унӑн ячӗпе пулӑшса юратулӑхӑра кӑтартнине те манмасть.
Сирӗнтен кашнинех Турӑ пултарулӑх панӑ. Эппин, пӗр-пӗриншӗн тӑрӑшса, Туррӑн тӗрлӗ ырӑлӑхӗпе лайӑх хуҫа пек усӑ курӑр.
Юрлаканӗсем хӗрарӑмпа ҫывӑрса вараланман, таса ҫынсем. Путек кирек ӑҫта кайсассӑн та, вӗсем Ун хыҫӗнчен ҫӳреҫҫӗ. Вӗсене Турӑпа Путекӗн малтанхисем пулмашкӑн ҫынсем хушшинчен суйласа, тӳлесе илнӗ.