10 Тимофей сирӗн патӑра ҫитсессӗн унӑн нимрен те хӑраса пурӑнмалла ан пултӑрччӗ тесе тӑрӑшӑр. Хуҫамӑр ӗҫӗшӗн вӑл манашкалах ҫунать.
Павел Дервине те, Листрӑна та ҫитнӗ. Ҫавӑнта Тимофей ятлӑ пӗр вӗренекен пурӑннӑ. Амӑшӗ унӑн Христоса ӗненекен иудей хӗрарӑмӗ, ашшӗ грек пулнӑ.
Унтан вӑл хӑйӗн икӗ пулӑшаканне, Тимофейпа Ераста, Македонине янӑ, хӑй вара вӑхӑтлӑха Асирех юлнӑ.
Ӗҫри юлташӑм Тимофей тата тӑван халӑхӑм ҫыннисем Луций, Иасон, Сосипатр сире салам яраҫҫӗ.
Эй, савнӑ тӑванӑмсем! Ӗнтӗ ҫирӗп те иккӗленӳсӗр пулӑр. Хуҫамӑр ӗҫӗшӗн яланах пӗтӗм чуна парса тӑрӑшӑр, эсир тӑрӑшни Хуҫа Турӑ умӗнче усӑсӑр пулманнине пӗлсе тӑрӑр.
Ҫавӑнпа та сирӗн хушшӑрта ун ҫине ҫӳлтен пӑхакан ан пултӑр. Ман патӑма тавӑрӑнмашкӑн ӑна эсир кӑмӑллӑн ҫула пуҫтарӑр. Эпӗ ӑна кунта ӗненекен тӑванӑмсемпе пӗрле кӗтетӗп.
Ҫав сӑлтавпах эпӗ сирӗн патӑра Тимофея ятӑм. Вӑл – ӗненӳри савнӑ ывӑлӑм, Хуҫа Турӑ умӗнче шанчӑклӑскер. Эпӗ Христос ҫулӗпе епле ҫӳретӗп, пур ҫӗрте те, пур чиркӳсенче те ҫапла вӗрентетӗп. Ун ҫинчен Тимофей сире аса илтерӗ.
Турӑ ирӗкӗпе Иисус Христосӑн апостолӗ пулма тивӗҫнӗ Павелран тата Тимофей тӑванӑмран – Коринфри Турӑ чиркӗвне тата пӗтӗм Ахаияри мӗн пур ӗненекенсене.
Эпир вара, Турӑ ӗҫне тӑвакансем пулса, сире ҫапла йӑлӑнатпӑр: Турӑ ырӑлӑхне илни сирӗншӗн усӑсӑр ан пултӑр.
Тимофей тӑванӑмӑра вара, Христосӑн Ырӑ Хыпарне пӗлтерсе Турӑшӑн вӑй хуракан ӗҫри юлташӑмӑра, сире хавхалантарса ӗненӗвӗре ҫирӗплетме ятӑмӑр.