Вара вӗсенчен пӗри, Агав ятли, тӑнӑ та, Святой Сывлӑш пӗлтернипе, пӗтӗм тӗнчипех питӗ йывӑр выҫлӑх пуласси ҫинчен малтанах каласа хунӑ. Кайран, Клавдий император вӑхӑтӗнче, ҫав выҫлӑх чӑнах та пулнӑ.
Эй, тӑвансем! Манӑн сирӗнтен акӑ мӗн пирки ыйтмалли пур. Эсир Стефан кил-йышне, вӗсем Ахаияри малтанхи ӗненекенсем пулнине пӗлетӗр. Вӗсем ӗненекенсемшӗн ырми-канми тӑрӑшаҫҫӗ.
Ҫав сӑлтавпах эпӗ сирӗн патӑра Тимофея ятӑм. Вӑл – ӗненӳри савнӑ ывӑлӑм, Хуҫа Турӑ умӗнче шанчӑклӑскер. Эпӗ Христос ҫулӗпе епле ҫӳретӗп, пур ҫӗрте те, пур чиркӳсенче те ҫапла вӗрентетӗп. Ун ҫинчен Тимофей сире аса илтерӗ.