6 тепринче тата пӗр вӑхӑтрах пилӗк ҫӗр ытла тӑванӑмӑра курӑннӑ. Вӗсенчен хӑшӗ-хӑшӗ вилнӗ ӗнтӗ, анчах ытларахӑшӗ халӗ те пурӑнаҫҫӗ-ха.
Ҫавӑн чухне Иисус вӗсене: «Ан хӑрӑр, кайӑр та ӗненекен тӑванӑмсене Галилейӑна пыма калӑр. Мана вӗсем унта тӗл пулӗҫ», – тенӗ.
Ҫапах та эсир Унӑн вӗренекенӗсене тата Петра: „Иисус сире Хӑй каланӑ пекех Галилейӑра тӗл пулӗ, эсир Ӑна унта курӑр“, – тесе кайса калӑр».
Хӑйӗн ӗмӗрне Турӑ ирӗкне пурнӑҫласа ирттернӗ Давид, вилсен, ашшӗсем патнех масар ҫине кайнӑ, ҫӗрнӗ,
Унтан, чӗркуҫленсе ларса, кӑшкӑрса янӑ: «Эй, Турӑҫӑм, вӗсен ҫак ҫылӑхне шута ан илсем!» Ҫапла каласанах вӑл вилсе кайнӑ.
Эппин Христоса ӗненсе вилнисем те яланлӑхах пӗтнӗ пулать.
Анчах та Христос вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ, Вӑл – пирвайхи.
Тӑвансем! Сирӗн ыттисем пек, шанчӑк ҫуккисем пек кулянмалла ан пултӑрччӗ тесе, эпӗ сире вилнисем ҫинчен те пӗлтермесӗр хӑварасшӑн мар.
Ҫакна эпир сире Хуҫамӑрӑн сӑмахӗпе килӗшӳллӗн калатпӑр: эпир, чӗррисем, тата Хуҫамӑр тепре киличчен пурӑнас ҫынсем, вилнисенчен малта пулмӑпӑр.
«Христос тепре килме шантарнӑ. Ӑҫта-ха Вӑл? Мӑн асаттесем вилме пуҫланӑранпах, тӗнче пуҫланнӑранпах нимӗн те улшӑнмасть, йӑлтах ҫаплипех юлать», – тейӗҫ вӗсем.