Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Коринфсем патне 1-мӗш 15:54 - Синодальный НЗ

54 Ҫӗрекен ӳт-пӳ ҫӗрми пулсан, вилӗмлӗ ӳт-пӳ вилӗмсӗр пулсан вара Ҫырнинче: «Вилӗме тӗппипех ҫӗнтернӗ», – тени пурнӑҫланӗ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Коринфсем патне 1-мӗш 15:54
12 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Вӗсем ӗнтӗ, чӗрӗлсе тӑма тивӗҫлӗ пулнисем – Турӑ ачисем, ангелсемпе танах вилӗмсӗр.


Вӗсем вилӗмсӗр Туррӑн мухтавне вилӗмлӗ этем, вӗҫен кайӑк, чӗр чун, ҫӗлен-калта сӑнарӗпе ылмаштарнӑ, ҫав кӗлеткесене пуҫҫапаҫҫӗ.


яланхи ырӑ ӗҫпе мухтав, хисеп, вилӗмсӗрлӗх илме тӑрӑшакансене – ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ;


Ҫылӑхлӑ кӑмӑл чури пулас мар тесен, ҫылӑха хӑвӑрпа хуҫаланма ан парӑр.


Сирӗнте Иисуса вилӗмрен Чӗртсе тӑратаканӑн Сывлӑшӗ пур пулсан, эппин Христоса вилӗмрен Чӗртсе тӑратаканӗ сирӗн ӑшри Хӑйӗн Сывлӑшӗпе вилӗмлӗ ӳт-пӗвӗре те чӗрӗ тӑвӗ.


Эпир, вилӗмлӗ ӳт-пӳре Иисусӑн чӗрӗлӗхӗ палӑртӑр тесе, пурӑннӑ чухне Иисус ячӗшӗн тӑтӑшах вилӗмпе куҫа-куҫӑн тӑратпӑр.


Эпир ҫав ӳт-пӳлӗх хӳшши пусса тӑнипе тертленсе ахлататпӑр. Эпир ӳт-пӳлӗхе хывса пӑрахасчӗ теместпӗр, ун ҫийӗнчен тӳпе тумтирне тӑхӑнасчӗ, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ вилӗмлине хуплатӑрччӗ тетпӗр.


Ҫав юлашки кун Вӑл килӗ те мӗн пур ӗненекенӗсем Хӑйне савӑнса-тӗлӗнсе мухтанине курӗ. Эпир пӗлтернӗ Ырӑ Хыпара ӗненнӗрен эсир те мухтакансем хушшинче пулӑр.


Вара вилӗмпе тамӑка вутлӑ кӳлле пӑрахрӗҫ. Ҫакӑ иккӗмӗш вилӗм пулчӗ.


Турӑ вӗсен куҫӗнчи кирек епле куҫҫульне те шӑлса ярӗ. Текех ӗнтӗ вилӗм те, йӗрӳ-макӑру та, чир-чӗр те пулмӗ, мӗншӗн тесен ӗлӗкхи йӑлтах иртсе кайнӑ».


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ