46 Анчах та малтан чун-чӗмли мар, чунли пулать. Кайран тин чун-чӗмли пулать.
Ҫылӑхлӑ ӳтӗмӗре пӑрахӑҫлас тесе, хамӑрӑн текех ҫылӑх чурисем пулас марччӗ тесе, пирӗнти кивӗ ҫын Унпа пӗрле пӑталаннине эпир пӗлетпӗр.
Ҫырнинче ҫапла каланӑ та: «Малтанхи этем, Адам, чӗрӗ чунлӑ пулса тӑнӑ». Кайранхи Адам вара чӗрӗ тӑвакан чун-чӗмлӗ.
Малтанхи этем – ҫӗртен, тусантан пулнӑ, кайранхи вара – тӳперен аннӑ Хуҫамӑр.
Хӑй чунне шанакан ҫын Турӑ Сывлӑшӗнчен килекен ҫав чӑнлӑха йышӑнаймасть, ӑна ӑссӑрлӑх тесе шухӑшлать. Ҫав чӑнлӑха вӑл ӑнланаймасть, мӗншӗн тесен ӑна Сывлӑш урлӑ кӑна хаклама пулать.