43 Ҫӗр айне пытарни чапсӑр, чӗрӗлсе тӑраканни чаплӑ. Ҫӗр айне пытарни халсӑр, чӗрӗлсе тӑраканни хӑватлӑ.
Ун чухне сӑваплисем Ашшӗн Патшалӑхӗнче хӗвел пек ҫуталӗҫ. Илтме хӑлха пурри илттӗр».
«Мана усал ермен, – тенӗ Иисус, – Эпӗ Хам Аттеме чыслатӑп, эсир вара Мана чыссӑрлататӑр.
Турӑ пирӗн Хуҫамӑра вилӗмрен чӗртнӗ, Хӑйӗн хӑвачӗпе пире те чӗртӗ.
Ӑна халсӑр чухне пӑталанӑ пулин те, халӗ Вӑл Турӑ хӑвачӗпе чӗрӗ. Эпир те ҫавнашкалах, Унпа пӗрлех халсӑр; анчах та, Турӑ хӑвачӗпе, сирӗн хушшӑрта Унӑн чӗрӗлӗхӗпе палӑрӑпӑр.
Вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрас тӗллевӗмпе манӑн Христоса тата Ӑна вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ вӑй-хӑвата пӗлес килет; Унӑн асапне, вилӗмне Унпа пӗрле пайлас килет.
Сирӗн пурӑнӑҫӑр – Христос. Вӑл тепре килсессӗн эсир те Унпа пӗрле мухтавлӑ пулӑр.