42 Вилнисем чӗрӗлсе тӑрасси те ҫавнашкалах. Ҫӗрекен ӳт ҫӗре кӗрет, ҫӗрми пулса чӗрӗлсе тӑрать.
Ун чухне сӑваплисем Ашшӗн Патшалӑхӗнче хӗвел пек ҫуталӗҫ. Илтме хӑлха пурри илттӗр».
Мӗншӗн тесен Эсӗ чунӑма вилнисем хушшинче хӑвармӑн, сӑваплӑ ҫыннуна ҫӗрсе кайма памӑн.
Христос чӗрӗлсе тӑрасси пирки Давид малтанах каланӑ, Унӑн чунӗ вилнисем хушшинче юлмӗ, ӳчӗ ҫӗрмӗ тенӗ.
Вӗсем вилӗмсӗр Туррӑн мухтавне вилӗмлӗ этем, вӗҫен кайӑк, чӗр чун, ҫӗлен-калта сӑнарӗпе ылмаштарнӑ, ҫав кӗлеткесене пуҫҫапаҫҫӗ.
яланхи ырӑ ӗҫпе мухтав, хисеп, вилӗмсӗрлӗх илме тӑрӑшакансене – ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ;
Хӗвел хӑйне май чаплӑ, уйӑх хӑйне май чаплӑ, ҫӑлтӑрсем хӑйне май чаплӑ. Ҫӑлтӑрпала ҫӑлтӑр чапӗ те пӗр мар.
Мӗншӗн тесен ӳт-пӗвӗшӗн акакан ӳт-пӳренех вилӗм вырса илӗ. Чун-чӗмшӗн акакан вара чун-чӗмрен ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ вырса илӗ.
Ҫав шанчӑк – сирӗншӗн тӳпере упранакан таса, ҫӗрми, пӗтми еткер.