37 Тулӑ е урӑх тырӑ-пулӑ акнӑ чухне эсӗ ӳсен-тӑран кӳлепине мар, ҫара пӗрчӗ акатӑн.
Кайран вӑл каҫсерен ҫывӑрать, ирсерен тӑрать. Ҫав хушӑра вӑрлӑх шӑтса ӳсет, хайхи ҫын ку епле пулнине те пӗлмест.
Эй, ӑссӑрскер! Эсӗ мӗн акни хӑй пӗтмесӗр чӗрӗлӗх памасть.
Кайран вара Турӑ ӑна Хӑй парас тенӗ пек кӳлепе парать, кашни вӑрлӑхӑн – хӑйӗн кӳлепи.
Тавах Турра! Турӑ пире Христос урлӑ яланах ҫӗнтерӳллӗ тӑвать. Пирӗн урлӑ вара Хӑй ҫинчен пур ҫӗрте те техӗмлӗ те чаплӑ пӗлӳ сарать.