36 Эй, ӑссӑрскер! Эсӗ мӗн акни хӑй пӗтмесӗр чӗрӗлӗх памасть.
Ӑссӑрсем! Тулашне Кам пултарнӑ, ӑшне те Ҫавах пултарман-и вара?
Анчах Турӑ ӑна каланӑ: „Эй, ӑссӑр! Кӗҫӗрех сан чунна илӗҫ. Эсӗ хатӗрлесе хуни кама юлӗ?“
«Эх, тавҫӑрусӑр та мӑран чунлӑскерсем! – тенӗ вӗсене Иисус. – Пророксем малтанах каланине те ӗненме пултараймастӑр-ҫке.
Чӑн-чӑнах калатӑп сире: тӑпрана ӳксен шӑтман тулӑ пӗрчи пӗр пӗрчӗ халлӗнех упранса юлать. Анчах та, хӑй пӗтсе шӑтса тухсан, тулли пучах пултарать.
Вӗсем хӑйсене ӑсла хурсах ухмаха тухнӑ.
Тулӑ е урӑх тырӑ-пулӑ акнӑ чухне эсӗ ӳсен-тӑран кӳлепине мар, ҫара пӗрчӗ акатӑн.
Ҫавӑнпа та астӑвӑр: хӑвӑра ӑссӑррисем пек мар, ӑслисем пек асӑрхануллӑ тытӑр.
Эх, айван! Ӗҫпе ҫирӗплетмен ӗненӳ вилӗ пулнине пӗлессӳ килет-и?