Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Коринфсем патне 1-мӗш 15:32 - Синодальный НЗ

32 Этемле шухӑшласа каласан, эпӗ Ефесра тискер кайӑксемпе ҫапӑҫнин мӗн усси? Вилнисем чӗрӗлмеҫҫӗ пулсан, атьӑр эппин ҫиер те ӗҫер, ыран ҫавах вилмелле!

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Коринфсем патне 1-мӗш 15:32
20 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Кайран хама: санӑн пурлӑху нумай ӗнтӗ, темиҫе ҫула ҫитмелӗх те выртать. Ӗҫсе ҫи те савӑнса кан!“ – тейӗп.


Хӑйӗн чунне пӗтерсе е сиен туса пӗтӗм тӗнчене илнинчен этеме мӗн усси?


Ҫапла вӗсем Ефес хулине ҫитнӗ. Унта Павел, Прискиллӑпа Акилӑран уйӑрӑлса, синагогӑна кӗнӗ те иудейсемпе калаҫма пуҫланӑ.


Вара вӗсемпе сывпуллашнӑ май вӑл ҫапла каланӑ: «Ҫывхарса килекен уява манӑн Иерусалимрах кӗтсе илмелле, Турра кирлӗ пулсан, эпӗ сирӗн патӑра тавӑрӑнӑп-ха». Вара Ефесран караппа ишсе кайнӑ. Акилӑпа Прискилла Ефесрах юлнӑ.


Аполлос Коринфра пурӑннӑ вӑхӑтра Павел сӑртлӑ-туллӑ тӑрӑхсенче ҫул ҫӳренӗ. Унтан вӑл Ефеса ҫитнӗ те хӑш-пӗр вӗренекенсемпе тӗл пулнӑ.


Этемле шухӑшласа калатӑп: пирӗн йӗркесӗрлӗх Туррӑн тӳрӗлӗхне уҫҫӑнрах кӑтартса парать пулсан, Турӑ пире айӑпласа тӗрӗс мар тӑвать теме пултаратпӑр-и эпир?


Ӑнланмалла пултӑр тесе ҫакна эпӗ сире уҫӑмлӑрах каласшӑн. Ӗлӗкрех эсир ӳт-пӗвӗр пайӗсене ирсӗрлӗх тата йӗркесӗрлӗх чуралӑхне усал ӗҫсем тумашкӑн панӑ. Ҫавнашкалах халӗ вӗсене тӳрӗлӗх чуралӑхне таса ӗҫсем тума парӑр.


Ефесра вара эпӗ Аллӑмӗш кун уявӗччен пулӑп.


Тӑванӑмӑрсем! Этем пурӑнӑҫӗнчен тӗслӗх илсе паратӑп: ҫын алӑ пусса ҫирӗплетнӗ, шантарнӑ халала та никам та улӑштарма е хушса ҫырма пултараймасть.


Ҫав суя вӗрентӳҫӗсем хӑйсем пӗлменнине хурлаҫҫӗ. Вӗсем – тытса вӗлерме кӑна ҫуралнӑ, ҫут ҫанталӑк хистенипе кӑна пурӑнакан ӑссӑр тискер кайӑк евӗрлӗ; вӗсен, пӑсӑкскерсен, пӗтмелле пулӗ.


Ку ҫынсем вара хӑйсем пач пӗлменнине хурлаҫҫӗ. Вӗсем, ӑссӑр выльӑхла, ӳт-пӳ хистенине кӑна пӗлеҫҫӗ, ҫавӑ вӗсене тӗп тӑвать те.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ