26 Пуринчен кайран вара Вӑл юлашки тӑшманне – вилӗме – пӗтерӗ.
Вӗсем ӗнтӗ, чӗрӗлсе тӑма тивӗҫлӗ пулнисем – Турӑ ачисем, ангелсемпе танах вилӗмсӗр.
«Эй, вилӗм! Ӑҫта санӑн сӑнну? Эй, тамӑк! Ӑҫта санӑн ҫӗнтерӗвӳ?»
Анчах та пама пулни халӗ тин, Ҫӑлаканӑмӑр Иисус Христос килсессӗн, палӑрнӑ. Вӑл вилӗме тӗп тунӑ, Ырӑ Хыпар урлӑ тӗнчене ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ илсе килнӗ.
Ҫавӑнпа та ачасем ӳтлӗ-юнлӑ пулнӑран, вӗсем пек пулас тесе, Вӑл Хӑй те ӳтлӗ-юнлӑ пулса тӑнӑ. Ҫакна Вӑл Хӑйӗн вилӗмӗпе шуйттанӑн, вилӗм пуҫлӑхӗн, хӑватне пӗтерес тесе,
Тинӗс хӑй ӑшӗнчи вилнисене пачӗ, вилӗмпе тамӑк та вилнисене пачӗҫ, кашнинех ӗҫӗсене кура суд турӗҫ.
Вара вилӗмпе тамӑка вутлӑ кӳлле пӑрахрӗҫ. Ҫакӑ иккӗмӗш вилӗм пулчӗ.
Турӑ вӗсен куҫӗнчи кирек епле куҫҫульне те шӑлса ярӗ. Текех ӗнтӗ вилӗм те, йӗрӳ-макӑру та, чир-чӗр те пулмӗ, мӗншӗн тесен ӗлӗкхи йӑлтах иртсе кайнӑ».