21 Тӗнчене вилӗм этем урлӑ килнӗ пекех, чӗрӗлсе тӑрасси те этем урлах.
«Эпӗ – чӗрӗлӳ тата пурӑнӑҫ, – тенӗ ӑна Иисус. – Мана ӗненекен вилсен те чӗрӗлет.
Мӗншӗн тесен ҫылӑхшӑн вилӗмпе тӳлес пулать, Иисус Христосри, хамӑр Хуҫамӑрти ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ вара – Турӑ парни.
Адамран пулнисем пурте вилӗмлӗ пекех, Христоса ӗненекенсем пурте чӗрӗлӗхлӗ.