Симон хӑй те ӗненме пуҫланӑ. Шыва кӗрсен вара Филипран хӑпмасӑрах ҫӳренӗ. Филипп кӑтартакан аслӑ хӑватсемпе паллӑсене хӑй куҫӗпе хӑй курса Симон питӗ тӗлӗннӗ.
Эпӗ Христосӑн Ырӑ Хыпарне вӗрентме вӑтанмастӑп, мӗншӗн тесен Ырӑ Хыпар – мӗн пур ӗненекенсене ҫӑлӑнӑҫ кӳмелли Турӑ вӑй-хӑвачӗ. Ҫав ҫӑлӑнӑҫа малтанах иудейсен илмелле, унтан – ытти халӑхсен.
Ҫапла вара Турӑ ырӑ та, ҫирӗп те пулнине хӑвах куратӑн. Хуҫӑлса ӳкнисемшӗн Вӑл ҫирӗп. Унӑн ырӑлӑхне шанатӑн пулсан, саншӑн Вӑл ырӑ. Шанмастӑн пулсан, сана та касса пӑрахӗҫ.
Турӑ умне ҫапла тӑрас тесен сирӗн, паллах, ҫирӗп те иккӗленӳсӗр ӗненмелле, Ырӑ Хыпар паракан шанчӑка ҫухатмалла мар. Эсир Ырӑ Хыпара илтнӗ, ӑна ҫӗр ҫинче пурӑнакансене пурне те пӗлтернӗ. Эпӗ те, Павел, Ырӑ Хыпар тарҫи пулса тӑтӑм.
Турӑ пире ӗҫӗмӗрсене кура мар, Хӑйӗн шухӑш-кӑмӑлӗпе, ырӑлӑхӗпе ҫӑлнӑ, Хӑйӗн халӑхӗ пулма чӗнсе илнӗ. Вӑл пире ҫав ырӑлӑха Иисус Христос урлӑ ӗмӗрсем пуҫланичченех пама пулнӑ.
Христос вара Турӑ кил-ҫуртӗнче – шанчӑклӑ Ывӑлӗ. Пирӗн кӑмӑл ҫирӗп, эпир шанчӑк пуррипе мухтанатпӑр. Енчен те ҫав пахалӑхсене вӗҫне ҫитичченех упраса хӑварайсан, эпир Унӑн кил-ҫурчӗ пулӑпӑр.