17 Христос чӗрӗлмен пулсан эсир ӗненни кӑлӑхах: эсир ҫылӑхӑрсенчен тасалман пулать.
Израиль халӑхне ӳкӗнтерес тесе, ҫылӑхӗсене каҫарас тесе Турӑ Ӑна, Пуҫлӑха тата Ҫӑлакана, Хӑйӗн аллипе ҫӗклесе Хӑйӗнчен сылтӑм енне, хисеплӗ вырӑна, лартрӗ.
Христос пирӗн ҫылӑхсемшӗн вилнӗ, пире Турӑ умӗнче тӳрре кӑлармашкӑн чӗрӗлсе тӑнӑ.
Ӗлӗкрех эпир Турӑпа хирӗҫсе пурӑннӑ. Пирӗнпе килӗштерес тесе Турӑ Хӑйӗн Ывӑлне вилӗме панӑ. Халӗ вара, килӗшӳлӗх тупнӑ хыҫҫӑн, Вӑл пире Хӑйӗн Ывӑлӗн чӗрӗлӗхӗпе ҫӑлса хӑваратех.
Христос чӗрӗлсе тӑман пулсан вара эпир вӗрентни те, эсир ӗненни те кӑлӑхах.
Вилнисем чӗрӗлмеҫҫӗ пулсан Христос та чӗрӗлмен пулать.
Эпӗ вӗрентнине ҫирӗп тытса пырсан, ҫиелтен кӑна ӗненмен пулсан, эсир Ырӑ Хыпарпа ҫӑлӑнӑр.
Ӑна вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ, мухтава кӑларнӑ Турра эсир Христос урлӑ ӗненнӗ. Ҫавӑнпа та сирӗн ӗненӗвӗрпе шанчӑкӑр – Турӑра.
Иисус Христос Хуҫамӑрӑн Турри тата Ашшӗ мухтавлӑ пултӑр. Унӑн ырӑ кӑмӑлӗ виҫесӗр. Христоса вилӗмрен чӗртсе тӑратса Турӑ пире чӗрӗ шанчӑк памашкӑн ҫӗнӗрен ҫуратрӗ.