16 Вилнисем чӗрӗлмеҫҫӗ пулсан Христос та чӗрӗлмен пулать.
Сирӗнте Иисуса вилӗмрен Чӗртсе тӑратаканӑн Сывлӑшӗ пур пулсан, эппин Христоса вилӗмрен Чӗртсе тӑратаканӗ сирӗн ӑшри Хӑйӗн Сывлӑшӗпе вилӗмлӗ ӳт-пӗвӗре те чӗрӗ тӑвӗ.
Вилнисем чӑнласах чӗрӗлмеҫҫӗ пулсан эпир сире Турӑ ҫинчен суйса пӗлтернӗ пек пулать. Мӗншӗн тесен эпир чӗрӗлсе тӑман Христоса Турӑ чӗртнӗ тесе ҫирӗплететпӗр.
Христос чӗрӗлмен пулсан эсир ӗненни кӑлӑхах: эсир ҫылӑхӑрсенчен тасалман пулать.
Апла мар пулсан, вилнисемшӗн тӗне кӗрекенсем мӗншӗн ҫапла тӑваҫҫӗ-ха? Вилнисем чӗрӗлмеҫҫӗ пулсан, вӗсемшӗн мӗн тӗне кӗмелли пур?
Ҫырнинче каланӑ пекех, Ӑна пытарнӑ, виҫҫӗмӗш кунне Вӑл чӗрӗлсе тӑнӑ.