15 Вилнисем чӑнласах чӗрӗлмеҫҫӗ пулсан эпир сире Турӑ ҫинчен суйса пӗлтернӗ пек пулать. Мӗншӗн тесен эпир чӗрӗлсе тӑман Христоса Турӑ чӗртнӗ тесе ҫирӗплететпӗр.
анчах та Турӑ Ӑна вилӗм тыткӑнӗнчен хӑтарса чӗртсе тӑратрӗ, Ӑна вилӗм те тытса чараймарӗ.
Ӑна, Иисуса, Турӑ чӗртсе тӑратнине эпир пурте хамӑр куҫпа хамӑр куртӑмӑр.
Эпӗ иудейсене те, грексене те Турӑ умӗнче ӳкӗнмелли ҫинчен, Иисус Христос Хуҫамӑра ӗненмелли ҫинчен хыпарларӑм.
Израиль халӑхӗ те, эсир те пӗлсе тӑрӑр: вӑл Иисус Христос Назорей ячӗпе сывалчӗ, ӑна Иисус сирӗн ума сывӑ тӑмалла турӗ. Эсир Иисуса пӑталарӑр, Турӑ Ӑна вилӗмрен чӗртсе тӑратрӗ.
Иисус Христос Хуҫамӑр чӗрӗлсе тӑнине апостолсем хӑватланса пӗлтернӗ, вӗсем пурте Турӑ тивлечӗллӗ пулнӑ.
Вилнисем чӗрӗлмеҫҫӗ пулсан Христос та чӗрӗлмен пулать.
Анчах та Христос вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ, Вӑл – пирвайхи.